Лагерьсем çӗнелеççӗ
Ку çулта республикăра 15 ача-пăча лагерьне тӗпрен юсама палăртнă. Вӗсенчен 3-шӗнче – Хусанти «Искра» лагерьте, Мензелери «Полянкăра», Маматăшри «Камăра» ӗçе вӗçленӗ, ыттисенче юсава 67 процент таран пурнăçланине пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби.
Кивӗ объектсене юсанипе пӗрле вӗсен çумӗнче çӗннисен строительстви те пырать. Çӗнӗ корпуссене 72 процент таран пурнăçланă.
Тӗслӗхрен, Кукмор районӗнчи «Сосенка» лагерьте çӗнӗ корпуссене туни 160 ытла ачана йышăнма май парӗ. Унсăр пуçне кунта çӗнӗ КПП, медицина пункчӗ туса лартнă. Ютазари «Дубравушкăра» футбол манежӗ, çуллахи сцена, çăвăнмалли тата пурăнмалли çӗнӗ комплекссем пулаççӗ.
Ача-пăча лагерӗсен тӗпрен юсавӗ республика ертӳçисен тӗревӗпе 2019 çултанпа пурнăçланса пырать. Паяна 5,6 миллиард тенкӗлӗх 33 лагере реконструкциленӗ, юсанă. Çамрăксемпе ача-пăчана кирлӗ условисем туса пани «Образование» наци проектне туллин тивӗçтерет.
ТР Самрăксен ӗçӗсен министесртвин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев