ЛАЙĂШРА ЯТАРЛӐ ÇАР ОПЕРАЦИНЕ ХУТШӐННИСЕНЕ ХАЛАЛЛАНӐ МЕМОРИАЛ УÇӐЛАТЬ
Республикăра ятарлă çар операцине хутшăннисене халалланă пӗрремӗш палăк пулӗ вăл. Çак палăк пулас ăрусем валли паянхи паттăрсен ячӗсене упраса хăварма пулăшӗ.
Савӑнӑçлӑ мероприяти майăн 7-мӗшӗнче 15:00 сехетре Лайăшри Çӗнтерӳ паркӗнче пулать.
Церемонин хисеплӗ хӑни – Раççей Геройӗ, генерал-полковник Александр Павлович Лапин.
Мемориал Тутарстанӗпе те ятарлӑ çар операцине хутшӑннӑ паттӑрсене халалланӑ пӗрремӗш палӑк пулӗ. Ку вӑл хамăрăн паттăр ентешсене сума сунин символӗ. Паян çак атьсем тахçан хăйсен мăн аслашшӗ-кукашшӗсем пекех Тӑван çӗршыва нацизм хăрушлăхӗнчен хăтарма çӗкленнӗ. Монумента уçни – Тутарстанри Çарпа ӗç паттӑрлӑх çулталӑкӗн пӗлтерӗшлӗ мероприятийӗ пулӗ.
Мемориал – салтак барельефӗллӗ гранит стена. Вăл ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисен ячӗсемлӗ асӑну стенипе çуммăн вырнаçӗ. Палӑк эскизӗпе концепцине çапӑçу ветеранӗсем, СВОна хутшăннисем район çыннисемпе канашласа пӗрле хатӗрленӗ.
Сăнӳкерчӗк Лайăш районӗн администраци пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев