ЛАЙĂШРА ЮТ ÇӖРШЫВРИНЧЕН КАЯ МАР КУРОРТ ТĂВАСШĂН
Мӗне кирлӗ пире Турци çыранӗ, енчен те кӗçех хамăр патра та Мальдивынчен кая мар курорт пулсан
Мӗне кирлӗ пире Турци çыранӗ, енчен те кӗçех хамăр патра та Мальдивынчен кая мар курорт пулсан
Ку пуш сăмах мар, çапларах амбицисем Тутарстанăн. Кун пирки ТР Правительство Çуртӗнче иртнӗ черетлӗ брифингра пӗлтерчӗç. Унта ТР Инвестицилле аталану агентствин ертӳçи Талия Минуллина, ТР Туризмпа патшалăх комитечӗн председателӗ Сергей Иванов, «Корпорация «Туризм РФ» АО ертӳçин пӗрремӗш çумӗ Денис Секачев хутшăнчӗç.
Талия Минуллина кӗскен республикăн ку çула палăртса хунă инвестицилле проекчӗсемпе паллаштарчӗ. Вăл пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстанра электронлă промышленноçа аталантарассипе аслă шкулсемпе тата «КамАЗ» ПАОпа ӗçлеме пуçланă. Çӗнӗ технопарк 23,8 гектар çӗр лаптăкне йышăнӗ, инвестици калăпăшӗ 2 миллиард тенкӗ ытла. Социаллă проектсен шутӗнче Хусанта, Ешӗлварта футбол манежӗсен строительствине тытăнасси. Укçа-тенкӗ федераллă бюджетран та куçарма палăртнă. «Славица» компани Ешӗлварти промпаркра мороженăй тата кондитер изделийӗсен производствине хута яма хатӗрленет. «Россельмаш» 4,9 гектар лаптăкра дилер центрне, шоу-рум, юсав центрне тăвассипе тата ял хуçалăх техникине сутассипе пысăк строительство проекчӗ палăртса хунă. «Республика экономикишӗн пӗлтерӗшлӗ проектсем питӗ нумай. Лайăшра курорт зонине йӗркелесси чи пысăккисенчен пӗри, инвестици енчен те, строительство енчен те. Ун пирки тӗплӗнрех ман ӗçтешсем каласа парӗç», – терӗ Талия Ильгизовна брифинга уçса.
Сергей Иванов пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстан Республики «Туризм РФ» корпораципе килӗшӳ çирӗплетсе «Туризм и индустрия гостеприимства» нацпроект хӳттинче пӗрлехи проект хута яма шутланă. «Пирӗншӗн ку регионри туризма аталантарассин çӗнӗ инструменчӗ пулса тăрать. «Туризм РФ» лартакан тӗллевсем пирӗншӗн актуаллă. Тутарстан идейисене Раççей шайӗнче тӗрев панăшăн пысăк тав», – терӗ Сергей Иванов.
Денис Секачев чăн малтан пулас курорт зонине вăхăтлăха çеç «Лаишево» ятпа палăртнине пӗлтерчӗ. «Эпир халь пулас курортăн ятне шыратпăр, çавăнпа сиртен те сӗнӳсем кӗтетпӗр, вӗсене пурне те пăхса тухăпăр», – терӗ сăмах илсе «Корпорация «Туризм РФ» АО ертӳçин пӗрремӗш çумӗ.
Пирӗн хамăрăн Мальдивы пулать
Паяна пулас курорт зонин мастер-планӗ пӗтӗмпех хатӗр. Ун калăпăшӗ тӗлӗнтерет. Туризм центрӗ Куйбышев водохранилищин 73 гектар таран çыранне йышăнӗ. Лайăшран 300 километр чухлӗ радиусра 11 миллион ытла çын пурăннине те шута илнӗ курорт тума шутласан, ара, ку тӗллевлӗ аудитори-çке. Çавăнпа туризм центрӗ çулталăкӗпех ӗçлӗ. Урăхла каласан, сезона кура кӗркуннепе хӗллехи, çуркуннепе çуллахи кану пулать. Яхта марини (пӗчӗк кимӗ-карапсем, яхтăсем, катерсем валли ятарласа хатӗрленӗ порт. – Авт.) вара курорт чӗри пулӗ. Вăл çыранăн 5 километрне йышăнӗ, пӗтӗмпе маринăра 300 вырăн янтăлама йышăннă. Унсăр пуçне çыран хӗррипе ресторансемпе кафесем, фуд-кортсем, лавккасем, вăрманлă çӗрте уçăлса çӳремелли вырăнсем пулаççӗ. «Пирӗн патра Раççейӗпе те юлашки 30 çулта чи пӗрремӗш тулли цикллă вӗр-çӗнӗ яхта марини уçăлать. Ăна экологи требованийӗсене пăхăнса тăвӗç. Унта кимӗ туянма е тара илме пулӗ, хӗллене хăварма та. Марина тавра 1250 вырăнлăх тӗрлӗ шайри хăна çурчӗсем ӳссе ларӗç», – хавхаланса калаçрӗ Денис Секачев.
3 тата 4 çăлтăрлă хăна çурчӗсемсӗр пуçне уйрăм коттеджсемпе шалесем, шыв çинчи çуртсем пулаççӗ. Курорт 3 кластертан тăрӗ, кашнинче хăйне евӗр атмосфера тата сервис пулать. Тӗп центр, çӳлерех çыртăмăр ун пирки – яхта марини таврашӗ. Кимӗ-караппа ярăннисӗр пуçне кунта яхта шкулӗ уçăлӗ. Ку ӗнтӗ яхтăна хăй тытса пыма кăмăл тăваканшăн. Тата круиз флочӗн кимӗ-карапӗсене йышăнма причал тата пурăнмалли отельсем, сывлăха çирӗплетмелли спа-комплекссем. Кăнтăр енчи 2-мӗш кластерта шалесемпе шыва кӗрекенсем валли çулталăк тăршшӗпех ăшăнса тăракан уçă бассейнсем, меллӗ пляж хатӗрлеççӗ. Çакăнтах тӗрлӗ уявсемпе фестивальсем, Сабантуй ирттерме ятарлă площадка пулать. Çурçӗр енче, 3-мӗш кластерта, çутçанталăкра канса вăхăт ирттерме тата спортпа активлă аппаланма идеаллă вырăн пулать. Кунта çулла велосипед, хӗлле снегоход проката илме май пур, пӗтӗмпе 40 тӗрлӗ кану пуласса шантараççӗ. Пӗтӗм вăйран ӗçлесе кайсан курорт çулталăкне 620 пин çынна йышăнма пултарӗ.
«Паллах, пулă тытма юратакансем валли те условисем туса паратпăр: çулла та, хӗлле те. Шыв йӗлтӗрӗллӗ пӗчӗк йышши самолетпа канма килекене ăна лартма вырăн та хатӗр пулӗ. Пӗр сăмахпа, пирӗн хамăрăн Мальдивы пулать. Самолет тара тыт та Тутарстанăн хуть те хăш енне вӗç, канса сывлăш çавăрса яма вара Лайăшри курортра чарăн. Пысăк теплоходсем валли причал янтăлани те туристсене пирӗн хăна çурчӗсенче чарăнма май парать», – малалла ăнлантарчӗ Денис Секачев. Туризм центрӗнче мӗншӗн 5 çăлтăрлă хăна çурчӗсем тăвассине шута илмен тесе ыйтсан ку курорта хаксем тӗлӗшпе кашни çыншăн юрăхлă тăвас тенипе çыхăннине пӗлтерчӗ. «Хаксем пуриншӗн те юрăхлă пулччăр. Енчен те 5 çăлтăрлă хăна çурчӗ тума инвестор тупăнас пулсан шутласа пăхăпăр çавах», – терӗ спикер.
Паллах, тем пысăкăш курорт зонине тăвасси йӳнӗ мар. Малтанласа инвестицисен калăпăшӗ 25 миллиард тенкӗпе танлашнă, кайран ларса шутласан суммăна 16 миллиарда çити чакарма йышăннă. Çак шутран 4,7 миллиарчӗ бюджет укçа-тенки, ытти – инвесторсенчен. Курорта пӗтӗмпе 9 инвестици лочӗ çине пайлаççӗ. Хальхи вăхăтра отельсем, ресторансемпе кафесем, ытти заведенисем уçас текен предпринимательсемпе ӗçлӗ калаçусем пыраççӗ. «Инвестици лочӗсем ытларах та пулма пултараççӗ. Йăлт инвесторсен интересӗнчен килет. Кашнин хăйне уйрăм финанс моделӗ тата тӗллевӗ, объектсен архитектура кочӗ пулӗ. Унсăр пуçне патшалăх паракан пулăшу мерисемпе усă курма та», – вӗçлерӗ сăмаха Денис Секачев.
Проект чăн та интереслӗ, йăлт çырнă пек пулса пӗтсен пит аван пулмалла. Ӗнтӗ халь кӗтесси çеç юлать. Канса курасчӗ-ха хамăрăн Мальдивынче.
Ирина ТРИФОНОВА.
Сăнӳкерчӗксем «Туризм РФ» корпорацин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев