Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ЛАЙĂХХИПЕ НАЧАРРИНЕ УЙĂРМА ПӖЧӖКРЕН ВӖРЕНТМЕЛЛЕ

Цифровизаци шкулсемпе ача сачӗсене çитни уççăн курăнать

 

 

Хусанти цифра эрнелӗхӗнче 10 тӗп тематикăллă направлени пулчӗ. Цифра технологийӗсемпе кăсăкланакан 11500 çын хутшăнчӗ Kazan Expo территорийӗнче иртнӗ мероприятие, çав шутра шкулсенче ятарлă классенче вӗренекен ачасем те. Тӗрлӗрен докладсемпе, мастер-классемпе, дискуссисемпе 650 спикер тухса калаçрӗ. Ӗç программи тăрăх, форума хутшăнакансем патшалăх управленине, экономикăн секторӗсене, социаллă пурнăçпа гуманитари сферисене, хăрушсăрлăха, вӗрентӗве пырса тивекен цифра технологийӗсене тӗрлӗ енчен сӳтсе яврӗç, инновацилле йышăнусене пурнăçа кӗртесси пирки шухăшларӗç. 

Вӗрентӳри цифра технологийӗсене тишкернӗ май, çак секцин ӗçне хутшăнакансем вӗрентӳ организацийӗсене квалификациллӗ ИТ-специалистсемпе (система администраторӗсем, информаци хăрушсăрлăхӗн специалисчӗсем) тивӗçтерессине пăхса тухма тата ӗç паракансене ӗçлекенсем валли ачасен информаци хăрушсăрлăхӗ çинчен ăнлантаракан базăллă курссем йӗркелеме, çавăн пекех цифра трансформацийӗпе граждан служащийӗсен квалификацине ӳстерекен курссемпе квотăна ӳстерме сӗнчӗç.

Аталанăвăн çӗнӗ картлашки çине хăпарас тесен пирӗн информацие хӳтӗлекен техника тата программăллă хатӗрсене туса кăларассине хăвăртлатмалла, виртуаллă чăнлăх никӗсӗнче вӗрентӳ процесӗ валли информаци технологи-

йӗллӗ йышăнусене хатӗрлемелле. Тӗллевсем лайăх, хăш-пӗр çӗнӗлӗх пурнăçа кӗрсе те пырать.

Цифровизаци шкулсемпе ача сачӗсене çитни сисӗнет. Çак эрне пуçламăшӗнче эпир Халăхсен ассамблейин Канашӗн ларăвне хутшăнакансемпе пӗрле Лайăш хулинчи ача сачӗсемпе шкулсенче пулса куртăмăр.

Математикăна е физикăна кăна мар, тăван чӗлхене вӗреннӗ чухне те ачасем интерактивлă доскапа усă кураççӗ. Урок вăхăтӗнче вӗсем интернета та тухма пултараççӗ, презентацисем хатӗрлесе кăтартма та, ытти классемпе тӳрӗ çыхăнăва тухма та. Чи кирли – вӗренекенсем тăван чӗлхене вӗренме класа васкани. Çакăн пек 20 доскана кăçал ТР Президенчӗ Уявра ятарласа республикăри чăваш шкулӗсене парнелерӗ. Рустам Минниханов Правительство Çуртӗнчи канашлура «Чăваш ачин чăвашла пӗлмелле!» – тесе каланă видеоролик социаллă сетьсенче  çулталăка яхăн çӳрет ӗнтӗ. Чăваш ашшӗ-амăшӗсемшӗн ку лайăх кăтарту материалӗ. Унпа учительсен те «хӗç-пăшаллансан» юрать.

Лайăшри 2-мӗш номерлӗ шкулта ытларах вырăс чӗлхипе вӗрентеççӗ пулсан, воспитани мероприятийӗсем икӗ чӗлхепе пыраççӗ. Культурăсене илес-тӗк, шкулта таджик, армян, чăваш, азербайджан этеплӗхӗсене тӗпчеççӗ. Юрă-ташăпа çеç мар, флейтăпа, клавесинпа кӗвӗ кăларса та, çемье

династийӗсене шыраса та. Вӗренекенсем грантсене, конкурссене хутшăнаççӗ, вӗсенче çӗнтереççӗ те. Çак шкул цифра технологийӗсене тӗпе хурса «Ӳсӗм вырăнӗ» программăпа ӗçлени, кунта «Юнармия» уйрăмӗ пулни – унăн вӗренекенӗсен пӗлӳ тата хатӗрленӳ шайне çӳле хăпартма пулăшать. 

Лайăшри искусствăсен шкулӗнче «Все сначала» ятлă ташă коллективӗ пур. Кăçал çуркунне вăл «Созвездие-Йолдызлык» фестивальте чăваш ташшине ташласа 3-мӗш вырăн йышăннă. Ачасене ташлама вӗрентекен Миляуша Зарифуллина пӗлтернӗ тăрăх, лайăшсем лартнă «Акатуй» ташă тӳрех жюри кăмăлне кайнă. Коллективра чăвашла пӗлекен пачах та çук, вӗрентекенӗ те чăваш мар, çапах пӗрин хыççăн тепри Халăхсен пӗрлӗхӗн тата Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗсем пулни – çакăн пек результат патне илсе çитернӗ.

Республикăра Цифровизаци çулталăкӗ пулни ача сачӗсен ӗçӗ çине те витӗм кӳрет. Хула варринче вырнаçнă шкул умӗнхи пӗлӳ паракан «Пилеш» вӗрентӳ учрежденийӗ çиччӗмӗш çул ӗçлет. Унăн заведующийӗ Ирина Бикмиева пӗлтернӗ тăрăх, хальхи ачасене гаджетсемпе усă курма вӗрентмелле мар, вӗсем хăйсем сана вӗрентме пултараççӗ. Çапах сетьри лайăххипе начаррине уйăрса илме садикрех вӗрентни – питӗ пӗлтерӗшлӗ япала. Харпăр даннăйсене хӳтӗлесси те юлашки вырăнта мар. Пӗчӗккисем тунă ӳкерчӗкӗсене, ачасен сăн-

ӳкерчӗкӗсене воспитательсем QR-кодпа çыхăнтарса интернета вырнаçтараççӗ, кодне ашшӗ-амăшӗсене ярса параççӗ. Ют çын вӗсемпе усă кураймасть. 

Ача садӗнчи тепӗр япала та хăнасене тӗлӗнтерчӗ. Гранта хутшăнса «Пилеш» ачасем валли тренажерсем, моторикăна аталантаракан кăткăс вăйă хатӗрӗсем туяннă. Кунти воспитанниксем садикренех ГТО нормативӗсене парса тухаççӗ. Çак ӗçе юлашки вăхăтчен районта Лайăшри Чăваш наципе культура центрӗн ертӳçи Владислав Егоров ертсе пынă. Пӗчӗкренех çитӗнӳсем тăвакансем шкулта та хастар.

Сăнӳкерчӗксем авторăн тата ТР Патшалăх Канашӗн 

сайтӗнчен. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: 2022 – год цифровизации