Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗҫлеме кӑна мар, канма та вӑхӑт тупӑр

Эрнелӗх гороскоп 23.01 – 29.01

ТАКА 21.III-20.IV

Тапхăр пуçламăшӗнче хăвăра пит аван туятăр. Çăлтăрсем иммунитета çирӗплетессипе профилактика процедурисем ирттерме хушаççӗ. Тунтикун кил-çурта тирпейлеме те, ӗçре йӗрке тума та ăнăçлă кун. Эрнен иккӗмӗш çурри кăшт юлхаврах, çемьеллисем çакна уйрăмах çивӗч туяççӗ. 

 

ВĂКĂР 21.IV-20.V 

Эрнен пӗрремӗш çурринче романтика хутшăнăвӗсене лайăхлатма шанăç пур. Пӗчченнисем интереслӗ çынпа паллашаççӗ. Халь пысăк ӗçсем тума меллӗ вăхăт мар, чыссăр çынсен тӗлне пулас хăрушлăх пысăк. Çавăнпа пысăк тупăш илессе шантаракансене ан ӗненӗр.

 

ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI 

Енчен те мӗн-тӗр кирлӗ пулсан, ыйтăр. Юнашар ырă çынсем нумай, пурте сире пулăшма хатӗр. Çул çинче питӗ асăрхануллă пулăр, май пур-тăк, çак эрнере руль умне ан ларăр. Канмалли кунсенче тутлă çисе савăнăр, анчах вар-хырăм пăсăласран асăрханăр.

 

РАК 22.VI-22.VII 

Укçа çинчен çав тери нумай шутлама юрамасть, ку пурпӗрех енчӗкӗре хулăнлатмасть. Тăванăрсем сире хыткукар тесе шутлаççӗ, ӗçре те сирӗн çинчен çакăнтан лайăхрах калаçмаççӗ. Çак эрнере çемьене килӗшӳ, тăнăçлăх тавăрăр.  

 

АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII 

Пысăк ыйтусем татса панă чух та çине тăнине, кутăнланнине пур чухне те япăх енсем тееймӗн. Тен, çаксемшӗн сире куштан çын текен те тупăнӗ, чӗнмесӗр ирттерсе ярăр, ан хирӗçӗр. Ку эрнере цифрăсемпе, таблицăсемпе ӗçлени кăлăхах – йăнăшса тепӗр хут тума тивет ӗçе. Канмалли кунсенче çемйӗр валли пӗчӗк уяв йӗркеленине пурте ырласа йышăнӗç.

 

ХӖР 23.VIII-22.IX

Тăраниччен çывăрма вăхăт сирӗн – ыйхă килменнипе аптраса çитетӗр, çакăн сăлтавне пӗлмелле. Тен, ӗçтешӗрпе чуна уçса калаçни пулăшӗ, тен, ӗçе е пурăнмалли вырăна улăштармалла. Çывăрса тăранайманнипе эсир вӗчӗрхенӳллӗ, çакна пула таврари çынсене канăçсăрлантаратăр.

 

ТАРАСА 23.IX-23.X 

Ăнăçсăр хăтланусене те, кӳренӳсене те манăр. Юратура кӗвӗçӳ пӗр чӗптӗм пулни хутшăнусене лайăхлатать теççӗ, анчах эсир ытлашшипех кӳлешетӗр. Юратнă çыннăра мӗн кирлине, вăл мӗнпе интересленнине тимлӗр. Пысăк япала туяниччен шутлăр: кирлех-и вăл сире, ултавçă серепине лекмен-и эсир? Руль умӗнче асăрхануллă пулăр. 

 

СКОРПИОН 24.X-22.XI 

Ӗç валли те, кил-хуçалăхра аппаланма та вăхăт тупма çук сирӗн çак кунсенче. Ытла нумай ырă хыпар илетӗр, ытла нумай çӗре йыхравлаççӗ сире. Шăпа кӳнӗ парнепе усă курмасăр ан юлăр. Вăрçăнса пурăнакансемпе мирлешӗр. Юратура сире ăнăçу кӗтет. Эрнен иккӗмӗш çурринче ӗçре йăлт лайăх, çак вăхăтра туянакан япаласемпе тахçанччен савăнса усă курса пурăнатăр. Çемйӗрте кам-тăр сирӗнтен пулăшу кӗтет, канаш сахал уншăн.

 

УХĂÇĂ 23.XI-21.XII

Ку эрнере улшăнусем пулаççӗ, анчах вӗсем сире телейлӗ тăвӗç-ши? Кашни ӗçе тӗплӗн планласа пуçăнатăр, пурпӗрех чăрмавсем сиксе тухаççӗ. Тăп чарăнса тăрăр, тулли кăкăрпа сывлăш çавăрса илӗр. Ку лăпланма пулăшать. Пӗчченнисене каллех романтика çилӗ çавăрса илет. 

 

ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I 

Малта лăпкă кунсем. Хăвăршăн укçа тăкаклăр: канăр, тутлă çийӗр, хитре тум туянăр. Халь сире хумхантараканни хăйне хăйех иртсе каять. Пӗчченнисен Турă пӳрнӗ юратăвне тӗл пулма шанăç пур. Канмалли кунсенче юлташăрсемпе тӗл пулăр. 

 

ШЫВТĂКАН 21.I-19.II 

Ку тапхăр кӳренӳ паллипе иртет тейӗн: эсир сăмах каланă, çын кӳреннӗ, сире мӗнпе-тӗр кӳрентернӗ. Çук, капла юрамасть, çăлтăрсем хутшăнусенче баланс пулмалла теççӗ. Пӗр-пӗрне кӳрентермелле мар, вăхăтра каçару ыйтмалла. Ӗçре хӗрӳ вăхăт, чей ӗçсе илме те ерçӳ çук. 

 

ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III

Халь пӗтӗм ӗçе хăвăр шутланă пек тума пултаратăр. Анчах таврари çынсем пур чухне те ăнланмаççӗ сире. Эсир ăнлантарма хăтланнă вăхăтра темӗн чухлӗ мыскара пулса иртет. Ӗçре те, килте те çаплах. Çак эрнере çемьене ытти чухнехинчен ытларах тимлӗх уйăратăр.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев