Ленинград облаçӗнче иртнӗ «Этновесна» фестивале чăвашсем те хутшăннă
Халăхсен пӗрлӗхӗн çулталăкӗ шайӗнче Ленинград облаçӗнчи Бокситогорск районӗн Культура центрӗнче регионта пурăнакан халăхсен çурхи уявӗсен «Этновесна» XI фестивалӗ иртнӗ. Унăн тӗллевӗ – çуркуннене кӗтсе илнӗ чухне халăхсен ирттерекен наци йăли-йӗркипе паллаштарасси, тӗрлӗ халăх представителӗсене пӗр площадкăра пуçтарасси.
Ленинград облаçӗнчи Чăваш культура обществи фестивале хăйӗн «Чувашскую культуру в каждый район» проекчӗ шайӗнче хутшăнчӗ. Чăваш делегацине Мария Кондратьева ертсе пычӗ. Уяв хăнисем валли тӗрлӗ мастер-классем йӗркеленӗ, хăйне евӗр илемлетнӗ наци фотозонӗсенче сăн ӳкерӗнчӗç.

Хӗрарăмсен Канашӗн пайташӗ, Е.Н.Жачева ячӗллӗ Чăваш тӗррин центрӗн ертӳçи Алевтина Челнокова чăваш культурин куравне йӗркелесе мероприятие хутшăннă хăнасене чăваш тӗррине тӗрлеме вӗрентрӗ. Уява хутшăнакансемпе журналистсем чăваш культурипе питӗ кăсăкланчӗç.
.jpg)
Фестивале уçнă чаплă церемоние вырăнти хăй тытăмлăх, нацисемпе конфессисен хушшинчи хутшăнусен комитечӗн председателӗн çумӗ Андрей Панов, Бокситогорск муниципаллă район администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ Ирина Яковлева, облаçри Туслăх Çурчӗн ертӳçи Юрий Паламарчук хутшăнчӗç.
Уявăн кульминацийӗ этнокультура обществăлла организацийӗсен чи лайăх пултарулăх коллективӗсемпе солисчӗсем, çавăн пекех Ленинград облаçӗнчи Бокситогорск, Кириш, Тихвин, Волхов тата ытти районсенчи артистсем хутшăннă концерт пулчӗ.
.jpg)
Культура Центрӗнче çак кун пӗрремӗш хут пысăк сцена çине Евăпа Елизавета Кондратьевсем, Аленăпа Кира Ивановсем, Матвей Рудницкий, Григорий Намятов, Мария Белошеева çӳрекен «Мерчен» ансамбль тухрӗ. Куракансем ачасене хавхаланса, алă çупса кӗтсе илчӗç. Мария Кондратьева, Алевтина Челнокова, Валентина Пиличева, Людмила Кувардина, Наталия Краснова тата Екатерина Намятова çӳрекен «Юрату» фольклор ансамбльне те хапăл туса йышăнчӗç.
.jpg)
«Этновесна» фестивале 2015 çултанпа Ленинград облаçӗнчи Туслăх Çурчӗ этнокультура общество организацийӗсемпе вырăнти хăй тытăмлăх, нацисемпе конфессисен хушшинчи хутшăнусен комитечӗ пулăшнипе регионти тӗрлӗ районсенче ирттерет. Çитес çул хăнасене Сланцы районӗ кӗтсе илӗ. Йăлана кӗнӗ тăрăх бокститогорецсем вӗсене фестиваль символне пачӗç. Кăçал вăл çуркуннехи пукане мар, Бокситогорск символӗ упа çури пулчӗ.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев