Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ленинград облаçӗнчи Бугры хулинче пӗрремӗш хут Акатуй иртрӗ

Мероприятие Бугра хула поселенийӗн тата Ленинград облаçӗн Всеволожски районӗн администрацийӗсем пулăшнипе Ленинград облаçӗнчи Чăваш культура обществи тата Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗ йӗркеленӗ. Уява Раççейре Тăван çӗршыв хӳтӗлевçин çулталăкне, Чăваш Енри Çӗнтерӳпе патриотизм çулталăкне, çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансене халалланă.

Акатуй шайӗнче «Бугры» Культурăпа кану центрӗн конференц-залӗнче «Халăх паттăрӗ – Çӗршыв геройӗ» темăпа çамрăксен çавра сӗтелӗ пулчӗ. Мероприятие Ленинграда хӳтӗлекенсене тата Тăван çӗршывăн Аслă вăрçине хутшăнакансене асăнса Чăваш Республикин тата Ленинград облаçӗнчи çамрăксен организацийӗсем ирттерчӗç.

Акатуй алăран алă тытăнса юрласа утассинчен пуçланчӗ, уяв картти пурне те пӗрлештерчӗ. Унтан пухăннисем пӗрле «Алран кайми, аки-сухи» чăваш халăх гимне юрларӗç.

Акатуйăн официаллă пайӗнче Ленинград облаçӗнчи Туслăх çурчӗн ертӳçи Юрий Паламарчук, Всеволожски муниципалитет районӗн администрацийӗн пуçлăхӗн çумӗ Светлана Цымбаревич, Бугра хула хутлăхӗн администраци пуçлăхӗ Елена Моисеева, унăн çумӗ Светлана Ломашевская, тӗрлӗ çапăçусен ветеранӗ, полковник, педагогика наукисен докторӗ, профессор Григорий Дмитриев, Чăваш Республикин культура тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Ленинград облаçӗн кӗпӗрнаттăрӗн Нацисен хушшинчи хутшăнусен канашӗн пайташӗ, Санкт-Петербургри ЧНКА председателӗ Валериан Гаврилов тухса калаçрӗç. Валериан Гаврилов Раççей Федерацийӗн Патшалăх Думин депутачӗн Алла Салаеван тата Раççей Геройӗн, Раççей Чăвашӗсен федераллă наципе культура автономийӗн председателӗн, генерал-лейтенантăн Николай Гавриловăн саламне çитерчӗ.

15 регионтан пуçтарнă чăваш наци костюмӗсен дефили уйрăм тимлӗх илӗртрӗ, чăваш культурин пуянлăхне кăтартса пачӗ. «Чăваш тӗнчи» интерактивлă музей халăх культурипе паллаштарас тӗллевпе курав йӗркеленӗ. Хăнасем экспонатсене курма кăна мар, вӗсене тăхăнса, алăра тытса пăхма пултарчӗç. Куравра Анастасия Степанова чăваш ăстисем тӗрленӗ «Салтак тутăрӗсем» коллекцине те тăратнă.

Чăваш ентешлӗхӗн çамрăксен организацийӗ тӗрлӗ енлӗ программа хатӗрленӗ. Кунта «Хамăр паттăрсемпе мухтанатпăр!» регионсем хушшинчи халăх пултарулăхӗн фестивалӗ, наципе культура пӗрлешӗвӗсен пултарулăх коллективӗсен концерчӗ, кире пуканӗ йăтасипе тата дротик ывăтассипе ăмăртусем иртрӗç.  Уява килекенсем наци вăййисене тата тӗрлӗ мастер-классене хутшăнчӗç, ачасем валли аквагрим та пурччӗ.

Раççейӗн пилӗк регионӗнчен килсе çитнӗ коллективсемпе уйрăм юрлакансем чăваш уявӗн хăнисене хăйсен пултарулăхӗпе савăнтарчӗç. Пуринчен ытла куракансем «Хамăр паттăрсемпе мухтанатпăр!» фестиваль-конкурсăн çӗнтерӳçисем пулса тăнă Виктория Захаровăна, Чăван Енрен «Арман» тата «Созвучие», Мускваран «Ентеш» ансамбльсене ăшшăн кӗтсе илчӗç. Концерт сцени çине ачасемпе çамрăксен коллективӗсем те тухрӗç.

Хăнасене пурне те пловпа тата чăваш яшкипе – шурпепе хăналарӗç.

Валериан ГАВРИЛОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Акатуй чуваши Петербурга