Пулăшăва «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмĕ «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыркăмăллăх акци шайĕнче ăсатнă.
Хальхинче Лисичанск хулинче пурăнакан ачасем валли шкула кайма канцеляри таварӗсем тултарнă 1394 портфель лĕçнĕ. 1-4-мĕш классене каяканнисен валли 351 комплект; 5-9-мĕш классене каякансен валли 787 комплект, 10-11 классем валли 256 комплект.
Тутарстан Республикин премьер-министрĕн çумĕ Фаниль Аглиуллин пулăшăва хутшăннă кашни çынна тав тунă. Шкула каякан ачасене вĕренÿре пысăк çитĕнӳсем тума суннă, вĕрентекенсен тата ашшĕ-амăшĕ тĕрев пани питĕ кирлине каласа хăварнă.
Сăнӳкерчӗксем «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев