Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Лисичанскра сакăр операци ирттернӗ

ТР сывлăх сыхлав министрӗ Марсель Миннуллин Тутарстан шефа илнӗ Лисичанск хулинче октябрӗн 8-мӗшӗнче сакăр операци тунине пӗлтерет ведомствăн пресс-служби.

«Эп халь Лисичанск хулинче. 8 операци ирттертӗмӗр. Паян 9:00 сехетре ӗçлеме тытăнтăмăр, халь кăна (21:48 сехетре) юлашки операци вӗçленчӗ. Йăлтах йӗркеллӗ иртрӗ!» – пӗлтернӗ министр.

Каласа хăвармалла Марсель Миннуллин шефа илнӗ регионта пӗрремӗш хут кăна мар. Кăçал май уйăхӗнче министр Лисичанскра юсав иртнӗ больницăна уçнă çӗре хутшăннă.

«Эпир шеф-регион пулнăран ТР Раисӗ Рустам Миннихановпа пӗрле мирлӗ çынсене паха медицина пулăшăвӗ парас тесе мӗн кирлине йăлтах тăвăпăр",– каласа хăварнă вăл мероприятире.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: минздрав рт #Своихнебросаем