Любовь Владимировна ГАВРИЛОВĂНА 50 çул тултарнă ятпа!
Çывăх юлташа, Аксу районӗнчи Кивӗ Ӳсел вăтам шкулӗн директорне, Беловкăри «Шурă çăл» ансамблӗн юрăçине Любовь Владимировна ГАВРИЛОВĂНА нарăсăн 9-мӗшӗнче 50 çул тултарнă ятпа ăшшăн саламлатпăр!
Тулли телей, çирӗп сывлăх, иксӗлми вăй-хал, çӗнӗ проектсем пурнăçа кӗртме пуçарулăх сунатпăр. Яланах туслă кил-йыш хавхалантарăвне, шанчăклă туссен тимлӗхне туйса пурăнмалла пултăр.
Саншăн çутаттăр илемлӗ çут çăлтăр,
Саншăн çӗклентӗр ăшпиллӗ хӗвел.
Савăк сар кайăк çӗн юрă пуçлатăр,
Ырлăх, телей кӳтӗр çак юбилей!
Елена Кожеманова, Ольга Пименова, Татьяна Бульбова тата Алена Алексеева.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев