Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ӖЛӖК ПУРТЕ ĂСТА ПУЛНĂ

2022 çул – Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗ. Çавна кура культура учрежденийӗсенче тӗрлӗ мероприятисем нумай иртеççӗ. Теччӗ районӗнчи Çармăс ялӗн библиотекинче шкулта вӗренекенсем валли «Илеме хамăр алăпа тăватпăр» курав йӗркелерӗмӗр. Унта ялти çынсен ал ӗçӗсене пуçтартăмăр.

 

Библиотекарь куравпа паллаштарнă май ачасене тăван ен историне, йăх-несӗл тымарне пӗлмесен ăрусен хушшинчи çыхăну татăлни пирки каларӗ. Ӗлӗк-авалтан аслисем çамрăк ăрăва тӗрлӗ ал ӗçӗ тума вӗрентнӗ. Авал пурте мӗн-тӗр тума пӗлнӗ: кил-хуçалăхра кирлӗ япаласене, ӗç хатӗрӗсене çынсем хăйсемех ăсталанă, кӗпе-йӗм те килтех çӗлесе тăхăннă. 

Ачасем хуçалăхра усă куракан ӗлӗкхи япаласемпе, вӗсене еплерех тунипе паллашрӗç, библиотекарь пулăшнипе иртнӗ пурнăçа куç умне кăларса тăратрӗç. Чăваш тӗрри, тӗртнӗ, çыхнă япаласем те питӗ интереслентерчӗç шкулта вӗренекенсене. Кăсăк мероприятишӗн йӗркелекене чӗререн тав турӗç. 

Лидия КАРАЕВА,

Çармăс ялӗн библиотекарӗ. 

Автор сăнӳкерчӗкӗ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чувашская культура