Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗлкӗрнӗ арбуз суйласчӗ

Ҫул хӗрринче сутакансенчен тархасшӑн ан туянӑр ҫак пылак ҫимӗҫе

Нумайӑшӗ халь те тӗрӗс арбуз суйласа илме пӗлмест-ха. Ҫавӑнпа та пиҫнӗ ҫимӗҫӗн уйрӑмлӑхӗсене ҫырса кӑтартас терӗмӗр.

* Ӗлкӗрнӗ арбузӑн "хӳри" типӗ пулмалла. Симӗсси – ытларах чухне пиҫмен ҫимӗҫӗн пулать.

* Енчен те арбуза шаккаса пӑхсан, ӗлкӗрменни – янӑрать, ӗлкӗрнӗ арбуз янӑрамасть. 

* Арбуза хӗссе пӑхӑр. Ӗлкӗрни – чартлатать. 

* Пиҫнӗ арбуза ҫӑмӑллӑнах чӗрмелеме пулать, пиҫмен арбуз хуппи ҫийӗн чӗрне кӗленче ҫинчи пек шӑвать. 

* Ӗлкӗрнӗ арбузӑн айккинче сарӑ тӗслӗ выртнӑ йӗр пулмалла. Вӑл шурӑ мар, сарӑ тӗслӗ пулсан аванрах. 

* Лайӑх арбуз ҫаврака та яка. Ун ҫинче нимле каҫнӑ-чӗрнӗ йӗрсем те пулмалла мар. 

* Касса ҫиме тытӑниччен кирек-хӑш арбуза та супӑньпе йӗпетсе ҫума сӗнеҫҫӗ тухтӑрсем. 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев