Май уйăхӗн 24-26-мӗшӗсенче Минскра Хусан кунӗсем иртеççӗ
Программăра: «Казань и Минск: побратимство – новый драйвер развития» бизнес-форум, çамрăк хоккестсен туслă матчӗ, волонтерсен çавра сӗтелӗ, «Тутлă Хусан» гастрономи фестивалӗ тата ал ăстисен ярмаркки. Минск хули çыннисемпе хăнисен хушшинче Хусана çулçӳрев путевкине те вылянтараççӗ.
Хусан мэрӗ Ильсур Метшин ертсе пыракан делегаци Белорусси Республикин тӗп хулинче виçӗ кун пуласси çинчен Минск хулин Ӗçтăвкомӗн хыпарӗ çине таянса РИА Новости пӗлтерет. Паллă ӗнтӗ тӗп мероприяти – экономика форумӗ. Бизнес, промышленность, çуллӗ технологисен, туризмпа сывлăх сыхлав отраслӗсен представителӗсем хутшăнаççӗ. Çамрăк хоккеистсен матчӗ Пăр керменӗнче майăн 25-мӗшӗнче пулать.
Вырăнти халăх валли Хусан «Вкусная Казань» гастрономи фестиваль хатӗрленӗ. Спорт керемнӗ умӗнчи тӳремре вăл майăн 24-26-мӗшӗсенче иртет. Унта тутарсен наци апатне – эчпочмак, кыстыбый, элеш, чак-чак, Хусан пловӗ, беляш, казы тата типӗтнӗ хур – тутанса пăхма май пур. Ресторансем Минск хулин çыннисемпе хăнисен хушшинче Хусана çулçӳрев путевкине те вылянтараççӗ. Хусансем вӗсене мастер-классем ирттерсе халăх ташшине ташлама, эрешсем ăсталама, чеканка тума вӗрентеççӗ.
Белоруси Наци библиотекинче тутар кӗнекипе культурине халалланă лекцисем иртеççӗ. Концерт программи те анлă: «Хусан» ташă ансамблӗ, ТР Патшалăх хорӗ, София Губайдуллинан хальхи музыка центрӗн оркестрӗ, «Волга-Волга» ВИА тата Хусан филармонийӗн артисчӗсем хăйсен пултарулăхӗпе паллаштараççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев