Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Майăн 7-мӗшӗ — Радио кунӗ

Ыран Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра çулсерен иртекен çемье фестивальне йыхравлаççӗ йӗркелӳçӗсем


Ыран Башир Рамеев ячӗллӗ ИТ-паркра çулсерен иртекен çемье фестивальне йыхравлаççӗ йӗркелӳçӗсем

Ăна Пӗтӗм Раççейри Радио тата çыхăну кунне халалланă. Фестиваль площадкисем ит-паркăн 1-мӗш хутӗнче 15:00-19:00 ӗçлеççӗ. Мероприяти 15 сехетре конференц-залра уçăлать. 

Чӗннӗ хăнасем — ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министрӗ Айрат Хайруллин тата ТР АН Президенчӗ, ТР Цифра аталанăвне тӗрев паракан ассоциацин пуçлăхӗ Рифкат Минниханов.

Фестивале хутшăнакансене ача-пăча валли мастер-классем, роботсен çапăçăвӗ, фиджитал активлăхӗ, лекторий тата ритм-стимуляторпа уçă турнир. 1-мӗш хутрах посткроссинг пункчӗ ӗçлет. Унтан открыткăсем яма пулать. Радовещанин уçă студийӗ тӳрӗ эфирта ӗçлет.

Дронсем пухса вӗсемпе ӗçлеме хăнăхтарассипе мастер классем, интерактивсемпе квизсем пулаççӗ. Кунтах радио мӗнле пуçланса кайни çинчен каласа паракан лекцисем итлеме май пур. 

Ку фестивале хатӗрлекенсем: ТР Патшалăх управленийӗн цифра аталанăвӗн, информаци технологийӗсен тата çыхăну министерстви, «ИТ-парк» çӳллӗ технологисен сферинчи технопарк тата «Цифровизация» АНО. 

Мероприятие тӳлевсӗрех кӗртеççӗ.

Сăнӳкерчӗк С.Камалетдиновăн («Татр-информ» ИА).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество