Майăн 9-мӗшӗнче Çырчаллинче обществăлла транспорт тӳлевсӗр пулать
Çӗнтерӳ кун Çырчаллинче пурăнакан кашни категорири граждансем автобуспа тата трамвайпа тӳлевсӗрех çӳреме пултараççӗ. Ветерансем тата шыв транспорчӗпе те. Кун çинчен хула мэрӗ Наиль Магдеев пӗлтернӗ.
Автоградра кун пек акци темиçе çул йăлара. Наиль Магдеев сăмахӗсемпе, Çӗнтерӳ кунӗнче граждансене категорисем çине уйăрмасăр обществăлла транспортпа тӳлевсӗр ярăнтаракан пӗртен пӗр хула вăл çӗршывра, — тенӗ мэр кун пирки.
Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсене тата вӗсене илсе çӳрекенсене Аслă Çӗнтерӗвӗн уявӗнче Тутарстанӗпех шыв транспорчӗпе тӳлевсӗр çӳретӗç. Навигацин ытти кунӗсенче вара Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗсемпе инвалидсене çул хакӗн çуррине кăна тӳлеттерӗç..
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев