Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Максим шучӗпе, Тăван çӗршыва хӳтӗлесси — кашни арçыннăн тивӗçӗ

2022 çулхи сентябрь уйăхӗнче мобилизаци пуçлансан Максима та çар комиссариатӗнчен повестка килсе панă. Арçын çакна кӗтнӗ — шухăш-кăмăлӗпе хатӗр пулнă вăл Тăван çӗршыва хӳтӗлеме.

Паянхи саманара паттăрсем çинчен нумай калаçатпăр. Тӗрӗссипе каласан вара вӗсем хамăр хушăрах пурăнаççӗ. Геройсем хамăр пек çынсен хушшинченех тухнă.  


Эпир килте мирлӗ, кулленхи пурнăçпа пурăнатпăр. Донбасра мӗн пулса иртни пирки массăллă хыпар хатӗрӗсем урлă пӗлетпӗр-ха, унтан килекен хыпарсемпе интересленсех тăратпăр. Гуманитари пулăшăвӗ пухас ӗçе те хастар хутшăнатпăр. Унти, çапăçу хирӗнчи салтаксем мӗн курнине, мӗн тӳснине эпир пӗлместпӗр. Пит каласа та парасшăн мар вӗсем хăйсене мӗн чăтма тивни пирки. Каласа парсан та ӗненес килмест çакăн пек усаллăх паянхи пурнăçра пулса иртет тенине. 


Максим Теччӗ районӗнчи Пухтел ялӗнче çуралса ӳснӗ, ялти шкулта вӗреннӗ. Сăпайлă та ӗçчен, яланах пурне те пулăшма хатӗрскер. 32 çулта вăл. Хăй вăхăтӗнче салтакра пулса кирлӗ çар специальноçне алла илнӗ. Ăнăçлă хӗсмет иртнӗрен унăн ашшӗпе амăшне подразделени пуçлăхӗсенчен Тав çырăвӗ те килнӗ. 


2022 çулхи сентябрь уйăхӗнче мобилизаци пуçлансан Максима та çар комиссариатӗнчен повестка килсе панă. Арçын çакна кӗтнӗ — шухăш-кăмăлӗпе хатӗр пулнă вăл Тăван çӗршыва хӳтӗлеме. 


— Ман ывăлăм — чăн-чăн арçын. Хăйне мобилизацилесси çинчен хыпара вăл лăпкăн йышăнчӗ. Хăйне хăй çирӗп шанать вăл, эпир вара — ăна. Паллах ӗнтӗ, ывăла повестка парсан эпӗ макăртăм. Халӗ те хумханатăп уншăн, тунсăхлатăп... Анчах та ăнланатăп — ку унăн тивӗçӗ. Тăван çӗршыва хӳтӗлеме каймасăр вăл пултарайман. Кашни кунах ывăлăмшăн кӗлтăватăп, — тет хӳтӗлевçӗн амăшӗ. 


Максимăн пӗчӗк хӗр ӳсет. Ашшӗ мобилизаципе кайнă чух вăл 10 уйăхра çеç пулнă-ха, халӗ вара 2 çул та 3 уйăхра ӗнтӗ. 


— Мăшăрăм ӗçлеме çӳретчӗ. Черетлӗ командировкăран таврăнсан повестка килсе пачӗç. Тӳрех каятăп терӗ. Урăхла йышăну пирки шухăшламан та. Максим шучӗпе, Тăван çӗршыва хӳтӗлесси — кашни арçыннăн тивӗçӗ. Пытанас, тарса çӳрес шухăшӗ те пулмарӗ унăн. Эпӗ вара унăн йышăнăвӗпе килӗшетӗп, хамăн упăшкапа мăнаçланатăп, — каласа парать мăшăрӗ Юлия. 


Максимăн йӗкӗреш хăраххи Марина та пӗртăванӗпе мăнаçланать, вăл ачаранах Тăван çӗршыв патриочӗ пулнине палăртать. «Пиччепе мăнаçланатăп, вăл çӗнтерӳпе таврăнасса пурте питӗ кӗтетпӗр!» — тет Марина куççульне шăлнă май. 


Максимпа Пухтелӗнче пурте мăнаçланаççӗ. Ку çул тӗнчене мир парнелессе, салтаксем çемйисем патне ырă-сывă таврăнасса чăтăмсăррăн кӗтеççӗ кунта. 


Мария ВОЛКОВА.


Теччӗ районӗ, 


Пухтел. 


Автор архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев