Мальвина Петрова чăваш тумӗпе ӳкерӗнсе конкурс финалне тухнă!
Эсир халь куракан сăнӳкерчӗк пулăшнă та паллă поэтессăна Мальвина Петрована халăхсен хушшинчи конкурсра финала тухма. «Тинех! 9 уйăхран», – тесе çырнă вăл сăнӳкерчӗк айне пӗр паллă социаллă сетьри хăйӗн аккаунтӗнче. Пултаруллă çын пур çӗрте те пултарать. Ку сăмахсене паян Мальвинăна калатпăр! «Ăçтан кăна пур çӗре те ӗлкӗреть-ши вăл?», – тесе тӗлӗнетӗн ун çине пăхса. Ак хальхинче те конкурса хутшăнса нумай нациллӗ Раççейре чăваш ятне çӳле çӗклерӗ.
Эсир халь куракан сăнӳкерчӗк пулăшнă та паллă поэтессăна Мальвина Петрована халăхсен хушшинчи конкурсра финала тухма. «Тинех! 9 уйăхран», – тесе çырнă вăл сăнӳкерчӗк айне пӗр паллă социаллă сетьри хăйӗн аккаунтӗнче.
Мальвина Петрова «Интернациональный Союз Женщин» регионри обществăлла организацин «Амăшӗпе ачисем наци тумӗпе» («Мама и дети в национальных костюмах») халăхсен хушшинчи конкурса хутшăнса ачисемпе пӗрле ӳкерӗннӗ сăнӳкерчӗке ярса панă. Асăннă организаци конкурса РФ Халăхсен культура еткерлӗхӗн çулталăкне халалласа ирттернӗ. Хутшăнакансем Раççейӗн 85 регионӗнчен пулнине шута илсен конкуренци питӗ пысăк пулнă. Пӗтӗмпе 4192 заявка çитнӗ йӗркелӳçӗсене. Çав шутран 1200-шне пӗрремӗш тапхăра суйласа илнӗ. Жюри çак шутран 201 финалиста суйласа палăртнă. Çапла 80 тӗрлӗ наци хушшинче Мальвина Петрова ачисемпе пӗрле чăваш ятне чыслăн кăтартнă.
Пысăк тав сана, Мальвина!
Сăнӳкерчӗк М.Петрован харпăр архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев