Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мăнаçлăх уявӗ

Паян, майăн 9-мӗшӗнче,  ытти çулсенчи пекех Хусан та  «Вилӗмсӗр полк» Пӗтӗм Раççей акцине хастар  хутшăнчӗ.  Пӗлтӗр 165 пине яхăн çын хутшăннă пулсан, кăçал чылай нумайрахчӗ.

Çынсем çемйи-çемйипе килчӗç.  Паллах, вăрçă тата тыл ветеранӗсем, республика ертӳçисем ТР Президенчӗ Рустам Минниханов, Патшалăх Канашçи Минтимер Шаймиев, тата ыттисем хутшăнчӗç.  Патриотизм акцийӗ хальхинче те тӗрлӗ ӳсӗмри çынсене пӗрлештерчӗ. Чăвашсем те хӗрринче юлмарӗç. ТР ЧНКА представителӗсем наци тумне тăхăнса тăванӗсен портречӗсемпе утрӗç.

Колонна хулан тӗп Карл Маркс, Лобачевский урамӗсемпе Хура кӳлӗ хӗррипе, унтан Кремлевская урамӗнчен Хусан пинçуллăхӗн  тӳремӗ патне, пӗтӗмпе 2 километр, утрӗ. (ТР ЧНКА пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ).

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: день победы