Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Манăн çемье» ӳкерчӗксен конкурсӗ вӗçлениччен вăхăт нумай юлмарӗ, ӗлкӗрӗр

«Сувар» хаçат редакцийӗ пуçарнă «Манăн çемье» ӳкерчӗксен конкурсӗ вӗçлениччен нумай та вăхăт юлмарӗ. Конкурса янă ӗçсене 2023 çулхи мартăн 31-мӗшӗччен йышăнатпăр, хаçатăн 12-мӗш страницинче пичетлетпӗр, социаллă сетьсенчи ушкăнсенче кăларатпăр. Конкурса ӳкерчӗксем хаçатра пичетленсе пӗтсен пӗтӗмлететпӗр.

Мӗн вăл сирӗншӗн çемье? Мӗнле куратăр эсир хăвăр çемйӗре? Киçтӗкпе сăрăсем е кăранташ тытăр та ӳкерчӗк тăвăр, унтан редакцие ярса парăр. Конкурса шкула кайман ачасенчен пуçласа пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулта 1 — 11 классенче вӗренекенсем хутшăнма пултараççӗ. Ӳкерчӗке графика, этюд, плакат, живопись, урăхла каласан хуть мӗнле мелпе те тума юрать. 


Ӳкерчӗксене е почта урлă çырупа 420066, Хусан хули, а/я 64 адреспа, е паха сăн ӳкерсе хаçатăн suvar@mail. ru электронлă адресӗпе, е 89179076881 номерпе Ватсап урлă ярса памалла. Ӳкерчӗкӗн авторӗн ячӗпе хушаматне, адресне, хăш ача садне е шкула çӳренине, миçе çултине, вӗрентекенӗ (воспитателӗ) кам пулнине палăртма манмалла мар. 


Ӳкерчӗксене ачасен çул ӳсӗмне кура тăватă категорие (4 — 6, 7 — 9, 10 — 13, 14 — 18 çултисем) пайласа çӗнтерӳçӗсене палăртăпăр, диплом тата асăнмалăх парне парса хавхалантарăпăр. 


Конкурс вӗçлениччен вăхăт нумай юлмарӗ, ӳкерчӗксем кӗтетпӗр сиртен, çамрăк вулаканăмăрсем! 


 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: конкурс