Маншăн сасă парăр-ха?
Çакăн пек ыйтупа пире социаллă сетьсенче палланă-палламан çынсем кунӗн-çӗрӗн «аптăратаççӗ», хăнăхса та çитрӗмӗр ӗнтӗ. Анчах та хамăрăннисене лайк е чӗре лартса пулăшмалла пулсан эпир яланах хатӗр.
Тольяттири Общественностьпа хутшăнусем йӗркелекен Управлени «ВКонтактере» хăйӗн «Национальное содружество Тольятти» ушкăнӗнче #ЭТНО_ФОТО_ТЛТ фотоконкурс йӗркеленӗ. Çӗрккӗ августăн 23-мӗшӗнче 23 сехетре вăл вӗçленчӗ.
Çак конкурса ытти 70 номинантпа пӗрле Тольяттири чăваш халăхӗн «Телей» фольклор ансамблӗн ертӳçи Светлана Родионова та хăйӗн наци тумӗллӗ сăнӳкерчӗкне тăратнă.
Светлана Валерьевна ушкăнӗ кăçал Сиктӗрмери Уявра та хастар хутшăнчӗ, вăл хăй «Хусанкай урамӗ» фестивальте те чăвашла сăвă вуласа палăрчӗ.
Илемлӗ те маттур, хастар чăваш хӗрармӗ #ЭТНО_ФОТО_ТЛТ конкурсра та çӗнтерчӗ. Иккӗмӗш вырăна мăкшă хӗрӗ йышăнчӗ.
Тӗрӗссипе каласан, чăвашсем çак конкурса пӗр сăнӳкерчӗк кăна тăратман. Анчах та куракансем шăпах «Телей» ансамблӗн ертӳçи пӗччен тăрса ӳкерӗннине хак панă. Мӗнпе уйрăлса тăчӗ-ха Светлана Родионован сăнӳкерчӗкӗ ыттисенчен? Халăх тумне кирек кам та тăхăнса ӳкерӗнеет.
Пӗр сăмахпа каласан – мăнаçлăх теме пулать. Вăл çутă та хавхалануллă туйăмсене çӗклет. Çак сăнӳкерчӗк çине пăхсан «Пире çӗнтерейместӗр!» лозунг пушă сăмах пулманнине ӗненес килет. Çапла пулса тухрӗ те.
Пирӗн ентеш çӗнтернинче «Сувар» хаçатăн интернетри вулаканӗсен тӳпи те пур. Тавтапуç пурне те сасăлава хутшăннăшăн!
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев