Мари ташши-юррине ачасене вӗрентессишӗн
Хусанта Ачасен «Мари асамат кӗперӗ – 2025» этнокультура фестивалӗн гала-концерчӗ пулӗ
Декабрӗн 6-мӗшӗнче ТР Мари наципе культура автономийӗ республикăри ачасен «Мари асамат кӗперӗ – 2025» этнокультура фестивальне ирттерет. Ăна ТР Раисӗ çумӗнчи Тутарстанра пурӑнакан халӑхсен тутар чӗлхине тата тӑван чӗлхесене упраса хӑварас, аталантарас ыйтусемпе ӗçлекен Комисси тата Тутарстан халӑхӗсен Çамрӑксен Ассамблейи пулӑшать.
Фестивале ирттерни «Çемье» наци проекчӗн «Çемье хаклӑхӗсем тата культура инфраструктури» федераллӑ проектӑн тата «Çамрӑксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсене пурнӑçлама пулӑшать.
Фестивале хутшӑнакансем –Тутарстанра пурӑнакан 6-18 çулсенчи ачасемпе çамрӑксем, вӗсен ашшӗ-амӑшӗ е ашшӗ-амӑшӗсенчен пӗри мари, çавӑн пекех хӑйсен пултарулӑх ӗçӗпе мари чӗлхипе культурине упраса хӑварма, аталантарма тата сарма пулӑшакансем.
«Мари асамат кӗперӗ-2025» фестивалӗн положенийӗ
Унта хутшӑнакансем хӑйсен концерт номерӗсене тăватă номинацире тӑратма пултараççӗ:
- музыка инструменчӗпе каласси;
- вокал, юрласси;
- хореографи;
- илемлӗ сӑмах.
Фестиваль икӗ тапхӑрпа иртет: зонӑсненче тата республика шайӗнчи тапхӑрсем. Пӗрремӗш тапхӑр мари çыннисем йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче 2025 çулхи октябрӗн 25-мӗшӗнчен пуçласа ноябрӗн 14-мӗшӗччен иртнӗ: Агрыз, Кукмор, Актаныш районӗсенче тата Менделеевск, Хусан хулисенче. Иккӗмӗш тапхӑр – зонăсен тапхӑрӗнче çӗнтернисен гала-концерчӗ.
Ачасен «Мари асамат кӗперӗ» этнокультура фестивалӗн гала-концерчӗ декабрӗн 6-мӗшӗнче Хусанта Тутарстанри Халӑхсен Туслӑх Çурчӗн концерт залӗнче пулать.
Хусанти «Ал пеледыш» ача-пӑча фольклор ансамбльне, «Лай мардеж» çамрăксен коллективне хутшăнас текенсене йышăнаççӗ. «Мари асамат кӗперӗ» проект витӗмӗпе Хусати Халӑхсен Туслӑх Çуртӗнче ачасене мари халăх ташшине вӗрентессипе Йошкар-Олари хореографсемпе калаçса татăлнă. Профессионал-педагог кашни вырсарникун Хусанта мастер-класс ирттерет. Çавăн пекех музыка инструменчӗсемпе калама та мари халăх вокалне те вӗрентеççӗ. Çак тӗллевпе ачасене нумай нациллӗ вырсарни шкулӗн мари уйрӑмне йыхравлани çинчен ТР Мари наципе культура автономийӗн председателӗ Наталья Кукушкина пӗлтернӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев