Мари, удмурт, мордва халăхӗсен форумӗ
2025 çулхи октябрӗн 16-мӗшӗнчен ноябрӗн 16-мӗшӗччен Тутарстанра финн-угор халӑхӗсен «Эпир пӗр йывӑç турачӗсем» Республика форумӗ иртет
«Çемье» наци проекчӗн «Çемье хаклӑхӗсем тата культура инфраструктури» федераци проекчӗн тӗллевӗсене пурнăçлассипе çыхăннă ку проект.
Форума финн-угор халӑхӗсен йӑлана кӗнӗ культурине упраса хӑварас, аталантарас ӗçе ачасемпе çамрӑксене явӑçтарассишӗн йӗркелеççӗ.
Форум пыракан уйăхра Тутарстанри финн-угор халӑхӗсемпе паллашма класс сехечӗсем, ача сачӗсемпе вӗрентӳ учрежденийӗсенче ятарлă мероприятисем, Çырчаллинчи шкулсенче вӗренекенсене финн-угор халӑхӗсен йӑлана кӗнӗ вӑййисене выляттараççӗ.
Çырчаллинчи «Энергетик» Культура çуртӗнче финн-угор эрешӗсене ӑсталас тата пир тӗртес енӗпе мастер-классем, ӳнер ӗçӗсен ярмӑркки иртет. Форума вӗçлекен пысăк концерта «ЭРЕНЕР» халӑх юррисен ансамблӗ (Марий Эл), «АЙКАЙ» фольклор юрăпа ташӑ театрӗ (Удмурт Республики) тата «ТОРАМА» фольклор ансамблӗ (Мордва Республики) хутшăнӗç.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев