Март уйăхӗнче икӗ хутчен ытларах канăпăр
Тутарстанра эрнере пилӗк кун ӗçлесе икӗ кун канмалли графикпе ӗçлекенсемшӗн март уйăхӗнче икӗ вăрăм канмаллисем пулаççӗ.

Малтан мартăн 7 – 9-мӗшӗсенче канăпăр – Пӗтӗм тӗнчери хӗрарăмсен кунӗ вырсарникуна лекнӗрен канмалли кун тунтикуна, мартăн 9-мӗшне, куçать.
Кунсăр пуçне мартăн 20 – 22-мӗшӗсенче те канăпăр. Ку мартăн 20-мӗшӗнче Тутарстанра Ураза-байрам паллă тунипе çыхăннă. Уяв умӗнхи кун, мартăн 19-мӗшӗнче, ӗç кунӗ пӗр сехет кӗскерех пулать.
Март уйăхӗнче республикăра пурăнакансен 20 ӗç кунӗ, 11 канмалли пулать.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев