Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Март уйăхӗнчен Хусанта çӗнӗ хваттерсен хакӗсем 7,4% ӳснӗ

Çакнашкал даннăйсене куçман пурлăхăн «Мир квартир» аналитика порталӗ илсе кăтартнă, вăл 2022 çулхи март уйăхӗнченпе çӗршыври пысăк хуласенчи çӗнӗ çурт-йӗрӗн рынокӗнчи хаксен улшăнăвне халалланă тӗпчев ирттернӗ.

Тӗпчев кăтартăвӗсем тăрăх, Хусанти çӗнӗ çуртсенчи хваттерсен пӗр тваткал метрăн хакӗ март уйăхӗнчен 7,4% ӳснӗ. Çапла майпа унăн хакӗ 162 893 тенкӗ пулса тăнă. Тутарстанăн шӗкӗр хулинчи çӗнӗ хваттерсен хакӗ вăтамран илсен 2,4% ӳснӗ, 8 934 306 тенкӗ таран.

Анчах Çырчаллинче хаксем тата ытларах ӳснӗ. Çапла пӗр тваткал метрăн хакӗ 11,8% ӳснӗ – 94 080 тенкӗ таран. Çав вăхăтрах автохулари çӗнӗ хваттерӗн вăтам хакӗ 7,4% хăпарнă, 4 909 599 тенкӗ таран.

«Тус» строительство компанийӗн ертӳçи Николай Угаслов пӗлтернӗ тăрăх, Шупашкарта вӗсен фирми туса пӗтернӗ çӗнӗ хваттерсенчи тваткал метрăн вăтам хакӗ 80 000 тенкӗ.   

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев