Мартăн 20-мӗшӗнчен «Крутушка» этнофестивале хутшăнма заявкăсем йышăнма пуçланă
Августӑн 22–24-мӗшӗнче Хусанти «Байтик» сывату комплексӗнче XV «Крутушка» халăхсен хушшинчи этнофестиваль пулать. Юлашки икӗ çул пиншер çынна пухакан çемье фестивалӗ учреждени территорийӗнче строительство ӗçӗсем пынăран иртеймерӗ.
Йӗркелӳçӗсем Раççейри, тӗнчери этника кӗввисен çăлтăрӗсене, уйрăм юрăçсене, юрă, ташă, театр ушкăнӗсене хăйсен пултарулăхне кăтартма тата ал ăстисене хăйсен ӗçӗсемпе паллаштарма чӗнеççӗ.
Заявка йышăнас тапхăр:
- «Этнографи», «Хальхи этно музыка» тата «Перформанс» енӗпе хутшăнакансен мартăн 20-мӗшӗнчен пуçласа июнӗн 10-мӗшӗччен;
- «Мастер-классем» тата «Ярмарка» енӗпе хутшăнакансен мартăн 20-мӗшӗнчен пуçласа уйăрнă вырăнсем туличчен.
«Тутарстан Республикинче 2014–2025 çулсенче наци политикине пурнӑçлани» патшалӑх программине кӗрекен фестивале «Вӗрентӳри информаци технологийӗсен центрӗ» тата «Гармония» обществăлла тата гражданла пуçарулăхсен фончӗ ТР Культура тата Çамрăксен ӗçӗсен министерствисем, Çӳлту муниципаллă районӗн администрацийӗ пулăшнипе йӗркелеççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев