Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Мартăн 7-мӗшӗнче иртекен Хусан марафонне Евгений Устюгов килет

Йӗлтӗр спортне юратакансем лайăх пӗлекен Хусан марафонӗ кăçал Юдино поселокӗнчи «Локомотив» стадионра мартăн 7-мӗшӗнче иртет. Шучӗпе вăл 59-мӗш пулать.

Пуян историллӗ Хусан марафонӗ çӗршывăн чи лайăх 5 марафонӗн шутне кӗрет. Çавăнпа ăна Раççейре лайăх пӗлеççӗ. Унта хутшăнас текенсем кăçал та нумай пуласса кӗтеççӗ йӗркелӳçӗсем. Паянхи кун тӗлне унта хутшăнма Раççей регионӗсенчен 600 спортсменран заявка килнӗ. Ăмăртăва çаплах паллă биатлонист Евгений Устюгов хутшăнасси те паллă, кун çинчен паян «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире ăмăртăвăн тӗп судьйи Фанис Газизов пӗлтерчӗ.

Хусан марафонӗ пӗлтӗрхи пекех Хусанти Юдино поселокӗнчи «Локомтив» стадионра иртет. Чăн та, маршрута кăшт улăштарма тивнӗ. Унта хутшăнакан арçынсен те, хӗрарăмсен те тулли марафонра ирӗклӗ мелпе 50 километра, çурма марафонра – 30, спутникра 5 километра чупмалла.

Ку марафона хутшăнас тесен маларах регистрациленмеллине,медицина справкипе страховка кирлине аса илтерчӗç. Заявкăсене ăмăрутччен 4 кун юличчен йышăнаççӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Спорт