Мăсăльман уявӗсен кунӗсене палăртнă
Çӗнӗ хыпарсем

Мăсăльман уявӗсен кунӗсене палăртнă

Тутарстан Республикин Раисӗ Рустам Минниханов 2024 çулта мăсăльман праçникӗсене — Ураза-байрампа Курбан-байрама — хăçан ирттермелли кунсене палăртнă.

Республика ертӳçи çакăн çинчен калакан Указ çине алă пуснă.


Çапла вара уйăх календарьне, йăла-йӗркене тӗпе хурса кăçал Ураза-байрамăн (Ид аль-Фитра) пуçламăшӗ апрелӗн 10-мӗшӗпе тӳр килет. 


Курбан-байрама вара мăсăльмансем июнӗн 16-мӗшӗнче уявлама пуçлӗç. 


Апрелӗн 10-мӗшӗ кăçал юнкун, вăл канмалли кун пулӗ. Июнӗн 16-мӗшӗ — вырсарникун. Республика уявӗсем канмалли кунпа тӳр килеççӗ-тӗк, уншăн хушма канмалли кун памаççӗ.

Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.


Нет комментариев