Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Маттурсем-хастарсем»

Чăваш литературин аталанăвӗпе тата ӳсӗмӗсемпе кăсăкланакансем Владислав Николаев ятне илтнех ӗнтӗ. Паянхи кун вăл — тухăçлă ӗçлекен авторсенчен пӗри. Чи-чи хастарри тесен те йăнăш мар, пултарулăхне поэзипе прозăра та, драматургире те туптать. Çитӗннисем валли те, ачасем валли те хайлать. Унăн пьесисене чăваш театрӗсем лартаççӗ.

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечӗ 2011 çулхи июнӗн 16-мӗшӗнче йышăннă постановленипе килӗшӳллӗн çулсеренех ачасемпе çамрăксем валли чăвашла çырнă произведенисен конкурсӗ иртет. Çак ăмăртура Владислав Дмитриевич тăтăшах çӗнтерӳçӗ пулса тăрать. Хальччен пилӗк алçырупа мала тухнă: «Дипломлă Тиха» (2016), «Манăн атте — çулçă» (2019), «Кăшăлвирус» (2020), «Сăр хӗрринче Çӗнтерӗве туптанă» (2021), «Маттурсем-хастарсем» (2023).

Çак кунсенче Чăваш кӗнеке издательствинче шăпах «Маттурсем-хастарсем» кăларăм пичетленсе тухрӗ. Редакторӗ — Ольга Иванова, ӳнерçи — Ирина Андреева. Повесть пӗчӗк хулари пӗр шкулта улттăмӗш класра вӗренекен тӗлӗнмелле маттур та хастар ачасемпе паллаштарать. Вӗсем спортпа та туслă, хаçата статьясем те шăрçалаççӗ, олимпиадăна та хутшăнаççӗ, хула администрацийӗн пуçлăхне сӗнӳсем пама та хăрамаççӗ. Малашлăх пирки шухăшлани ачасене хăюллă утăмсем тума хистет. Тăрăшнин усси пурах-мӗн — тăван тăрăх хитреленсе те тасалса пырать. Улттăмӗшсен ырă витӗмӗ пур çӗрте те сисӗнет.

Хайлава автор пӗрремӗш сăпатран йӗркеленӗ. Каласа параканӗ — 6 «А» класра ăс пухакан Николай Сареев. Çавăнпа мӗнпур ӗç-пуç çинчен вулакан ун шухăш-кăмăлӗ урлă пӗлет. Арçын ача пӗртте кичемленсе лармасть, ялан тем пирки пуç ватать. Пӗрре хут перекетлемелли мелсем шухăшласа тупасшăн, тепре тантăшӗсене тăрăхламалли ятсемпе усă курма пăрахтарасшăн. Ун пуçарăвӗсем мӗнпе вӗçленни тата ытти пăтăрмах çинчен кӗнекере тӗплӗнрех вуласа пӗлме пулать.

Ольга АВСТРИЙСКАЯ.
В. Николаев архивӗнчи сăнӳкерчӗк.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чувашские писатели