МАХра шкул ачисене информаци хăрушсăрлăхӗ енӗпе пулăшакан çутӗç проектне хута янă
Çӗнӗ хыпарсем

МАХра шкул ачисене информаци хăрушсăрлăхӗ енӗпе пулăшакан çутӗç проектне хута янă

МАХ мессенджерта шкул ачисем валли «Сферумăн» интерактивлă пулăшуçи – «Путь в сети» ятлă чат-бот – хута кайнă, тесе пӗлтерет ТР Вӗрентӳпе наука министерствин пресс-служби. Вăл ачасене интернетра хăрушсăрлăхпа çыхăннă пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама пулăшӗ.

Проект 5 – 11 классенче вӗренекен ачасем валли хатӗрленӗ кибербуллинг енӗпе квестран пуçланать. Ачасем героя хăйсем суйласа илеççӗ. Çав герой мӗн тунине кура интернетра мӗнле лару-тăрăва лекме пултарнине ăнланса илеççӗ. Суйласа илнӗ сăнар мӗнле лару-тăрăва лекесси вара вылякан тăвакан утăмсенчен килет. Сюжет йӗрӗ тӗрлӗ тапхăрта тунă йышăнусене кура тӗрлӗ çулпа кайма пултарать.

Чат-бот шкул ачисене малашне те сетьре хăйсене еплерех тытмалли правилăсемпе паллаштарсах пырӗ. «Путь в сети» чат-бота ӗçлеттерсе ярас тесен ăна ятне шыравра (поиск) çырса тупмалла.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.


Нет комментариев