Май пур таран хаяккӑн ӳкме тӑрӑшмалла
Çӗнӗ хыпарсем

Май пур таран хаяккӑн ӳкме тӑрӑшмалла

Тутарстанри травматолог пӑрлӑ ҫул ҫинче шусан мӗнле тӗрӗс ӳкмеллине ӑнлантарса панӑ

 Пӑрлак вӑхӑтӗнче шуса ӳкнӗ вӑхӑтра пуҫтарӑнмалла, алӑ-урасене тӑскаламалла мар. Ҫавӑн пекех чи малтан сумкапа телефона, е алӑри урӑх япалана мар, хӑвӑра упрамалли пирки шухӑшламалла.

 Ҫакӑн ҫинчен пресс-конференцире Хусанти 7 номерлӗ клиника больницин 1-мӗш травматологи уйрӑмӗн оптопед-травматологӗ Андрей Бородкин каласа панӑ. 

"Ҫурӑм ҫине ӳкессинсен сыхланмалла тата пӑр сине ӗнсепе ҫапӑнасран. Май пур таран хаяккӑн ӳкме тӑрӑшмалла, алӑсене саркаламалла мар",– тесе палӑртнӑ спикер.

ДРКБ-ри травмотологи уйрӑмӗн заведующийӗ, травматрлог-ортопед врач Алексей Глушков хушса каланӑ тӑрӑх, ӳкессине сиссен чи малтан пуҫтарӑнмалла. Май пур-тӑк, пӑр сине тухмалла мар.


Нет комментариев