Майра корсечӗ чăваш ялне мӗнле лекнӗ?
Экспонатсен йышӗнче хӗрарăмсен темиçе ӗмӗр каяллахи корсечӗ те пур. Унпа чăваш хӗрарăмӗ усă курман-ха ӗнтӗ. Апла-тăк, Пăва районӗнчи чăваш ялне мӗнле майпа лекнӗ-ши вăл?
Пăва районӗнчи Раккасси ялӗнче клуб кăна мар, музей те ӗçлет халӗ. Клуб ертӳçи Наталья Ракова пӗлтернӗ тăрăх, экспонатсем кивӗ клубрисемех. Вӗсене çухатас мар тесех кивӗ шкул çуртӗнче вырнаçнă клубра пӳлӗм уйăрнă. Музей чăнах та пуян, экспонатсем нумай. Тăхăрьял тăрăхӗнче урăх ниçта та çуккисем те пур. Апла пулин те, çӗннисем валли те вырăн тупăнать. Ял çыннисене авалхи япаласем пулсан кӳрсе пама ыйтаççӗ. Экспонатсен йышӗнче тӗлӗнмелле пӗр япала та пур. Вăл – хӗрарăмсен темиçе ӗмӗр каяллахи корсечӗ. Паллă ӗнтӗ, унпа чăваш хӗрарăмӗ усă курман. Апла-тăк Пăва районӗнчи чăваш ялне мӗнле майпа лекнӗ-ши? Шел те, корсет историне вырăнти музей çыннисем те пӗлмеççӗ. Кам кӳрсе пани манăçнă. Тен, вулакансем астăваççӗ? Пӗлекенсене пире пӗлтерме ыйтатпăр. (Автор сăнӳкерчӗкӗсем).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев