Пурне те шута илнӗ
Ӗç профессийӗсемпе иртекен хальхи чемпионатра сывлăх хуралӗнче ытти регионсенчен пӗр тухтăр та çук, пурте хамăрăннисем. Вӗсенчен 120-шӗ çӗршывра иртнӗ тӗнче шайӗнчи пысăк чемпионатсенче ӗçлесе опыт пухнă.
Юлашки çулсенче республикăра тӗнче шайӗнчи чемпионатсем тăтăшах иртнӗрен медицина ӗçченӗсемшӗн кӗтменлӗхсем çук. Çакна вӗсем иртнӗ чемпионатсенче те, Сочири Олимп вăййисенче те кăтартрӗç. Тӗнче шайӗнчи мероприятисенче вак-тӗвек ыйтусем çук. Хальхинче те акă тухтăрсен тӗп составӗсӗр пуçне резервра тепӗр состав пур. Стационарта пулăшу кирлисене Хусанти чи лайăх больницăсем йышăнма хатӗр.
Ӗç профессийӗсемпе çыхăннă чемпионат аманас хăрушлăх пысăк пулнипе уйрăлса тăрать. Мӗншӗн тесен конкурсри компетенцисем экономикăн мӗнпур сферин пӗчӗк моделӗ. Çапах та хăрушă инкексем WorldSkills историйӗнче палăрман-ха, хальхинче те ан пултăрччӗ. Куçа çӳпӗ, алла шăрпăк кӗнисӗр пуçне, паллах. Пӗрре пăхма пӗчӗк шутланакан çак пăтăрмахсем конкурсантсене самай ура хума пултараççӗ, çавăнпа аманас хăрушлăх пысăк компетенцисене шăрпăк кăлармалли, куçа çумалли, пиçнинчен ятарлă хатӗрсемпе тивӗçтернӗ. Кунсăр пуçне вӗсен кашнин алă айӗнче аптечка пур.
Палăртса хăварар, чемпионатра медицина пулăшăвӗпе тивӗçтерессине пирӗннисем WorldSkills international требованийӗсемпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Хусан тухтăрӗсем икӗ çул каялла Абу-Дабире иртнӗ чемпионата кайсах медицина тивӗçтерӗвӗпе тӗплӗн паллашнă. Пирвайхи пулăшу парас хăнăхусемпе йӗрке тӗнчери тухтăрсен пурин те пӗр пулсан та, уйрăмлăхсем пур иккен. Калăпăр, Абу-Дабире вăл мăсăльман çӗршывӗ пулнăран, арçынсемпе хӗрарăмсене уйрăммăн пулăшу парассине шута илнӗ. Чемпионат вăхăтӗнче «Хусан-Экспо» курав центрӗнче пӗтӗмпе 8 медпункт, С класлă васкавлă пулăшăвăн 8 бригадине йӗркеленӗ. Чемпионата уçас тата хупас церемони иртекен «Хусан-Арена» стадионра та медицина пулăшăвне парассине çӳллӗ шайра хатӗрленӗ. Кунта кăна 10 медпункт ӗçлет. Кунсăр пуçне васкавлă пулăшăвăн 11 бригади тата 15 мобильлӗ медицина бригади дежурствăра тăрать. Республикăн медикӗсем чемпионат вăхăтӗнче культура мероприятийӗсем иртекен вырăнсенче, вăкзалсенче те сывлăх хуралӗнче. Кунта та мобильлӗ медицина пункчӗсем йӗркеленӗ.
Чӗлхе енчен те нимӗнле йывăрлăх пулмалла мар. Чемпионатра ӗçлекен медицина ӗçченӗсем пурте акăлчанла лайăх пӗлеççӗ. Çаплах 183 волонтер, вӗсенчен 123-шӗ медуниверситетсен студенчӗсем пулăшаççӗ. Иккӗмӗшӗсем чӗлхе енчен кăна мар, профессилле шайра пӗрремӗш пулăшу та пама пултараççӗ. (И.КУЗЬМИНА сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев