Мензелере паян авари
Мензеле районӗ урлă иртекен М7 трасса çинче январӗн 15-мӗшӗнче ирхине пулнă инкекре 37-ри хӗрарăм-водителӗн пурнăçӗ татăлнă.
«Татар-информ» ИА пӗлтерӗн тăрăх, айăпӗ водительте хăйӗнче, «Лада» машинăпа пыраканскер вăл хирӗç çул çине сиксе тунă та тӳрех «ПАЗ» автобуспа пырса çапăннă. Шел те, хӗрарăм-водитель вилмеллех аманнă.
АЧА ВĂРАНМАН
Иртнӗ эрнекун, январӗн 12-мӗшӗнче, Хусанти ача сачӗсенчен пӗринче иккӗри ача вилсе кайнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, Çӗнӗ çул умӗн ОРВИпе чирлесе ирттернӗ вăл. Воспитательсем ача çав кун иртенпе хăйне лайăхах туйнине, пӗрре те йӗрмӗшменнине калаççӗ. Кăнтăр апачӗ умӗн ачасен сывлăхне тӗрӗсленӗ медицина сестри те ним япăххине асăрхаман. Анчах кăнтăрла канма выртнă ача урăх вăранайман. Пулса иртнин сăлтавӗсене тӗпчеççӗ.
ХĂНА ÇУРЧӖ ÇУННĂ
Январӗн 14-мӗшӗнче 14. 08 сехетре экстреннăй службăсене Хусанти KazanMaII суту-илӳпе кану центрӗ çывăхӗнчи «Астория» хăна çурчӗ çунни пирки пӗлтернӗ. Виççӗмӗш хутра тухнă пушар самантрах пӗтӗм хута тата пӳрт тăррине сарăлнă. Сахалтан та 1000 тăваткал метра яхăн лаптăк çуннă. Никам та сиенленмен. Хăна çуртӗнче пурăннă пилӗк хăна тата персоналăн икӗ çынни вăхăтра урама тухса ӗлкӗрнӗ.
Вăйлă çиле пула вут çывăхри пилӗк хутлă çурт çине куçас хăрушлăх та пысăк пулнăран çуртри çынсене те урама тухма ыйтнă. Телее, кун пек инкек патнех çитмен. Пушара 104 çын, 32 единица техника тӗттӗмлениччен сӳнтерсе ӗлкӗрнӗ. Халӗ инкекӗн сăлтавӗсене тӗпчеççӗ. Версисенчен пӗри — кӗске замыкани.
ЕШӖЛВАРТА ТА ПУШАР
Январӗн 13-мӗшӗнче Ешӗлвар районӗнчи Протопоповка ялӗнче харпăр çурт тӗпӗ-йӗрӗпех çунса кайнă. 60 тăваткал метр лаптăка сӳнтернӗ хыççăн çăлавçăсем 46-ри кил хуçин виллине тупнă. Хальлӗхе паллă пулнă тăрăх, пушар килте пирус туртнипе тухма пултарнă текен шухăш пур.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев