Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

МИÇЕ УТĂМ ТУСАН ЛАЙĂХ?

Чикӗ леш енчи массăллă информаци хатӗрӗсенче те, Раççейре те çыннăн кунне 10 000 утăмран кая мар утмалла тесе çыраççӗ. Кам тӗпчесе тупнă ку цифрăна? Хăш çӗршыври ăсчахсем мӗнле экспериментсем ирттерсе çирӗплетнӗ?

Чикӗ леш енчи массăллă информаци хатӗрӗсенче те, Раççейре те çыннăн кунне 10 000 утăмран кая мар утмалла тесе çыраççӗ. Кам тӗпчесе тупнă ку цифрăна? Хăш çӗршыври ăсчахсем мӗнле экспериментсем ирттерсе çирӗплетнӗ?

Çакăнта нимӗнле вăрттăнлăх та çук иккен, тупсăмӗ питӗ ансат – маркетологсем ытларах тавар сутасшăн çакна шутласа тупнă. 1965 çулта яппунсен фирми утăмсем шутлакан Manpo-kei (10 пин утăм шутакан счетчик тесе куçать) пӗрремӗш аппарат кăларнă. Вӗсен реклама слоганӗ «кунне 10 пин утăм туса сывлăхна тӳрлет» çынсене пит килӗшнӗ, куллен çавăн чухлӗ утасси çапла пурнăçа кӗнӗ.

Кун хыççăн «10 пин утăма» темиçе хут та тӗрӗслесе пăхнă. Çапла, аван йăла ку, анчах эсир сахалрах утсан та нимӗн япăххи çук. Ватăрах хӗрарăмсене тӗрӗслӗсе,тӗслӗхрен çакна палăртнă: кунне 10 пин мар, 7500 утăм утсах сывлăха усă кӳни паллă.  Ăсчахсем çакна та пӗлтереççӗ: куллен 4400 утăм туни 2700лисемпе танлаштарсан вăхăтсăр вилесрен çăлса хăварать.

Тӗпчевӗсем те пурте пӗр шухăшлă мар: «60 çулсечи çыннăн кунне 8 – 10 пин утăм тумалла, 60тан иртнисене 6 – 8 пин утăм та çителӗклех», –теççӗ РФ Сывлăх сыхлав министерствин Терпи тата профилактика медицина  наци тӗпчев центрӗнче. Унта çакна та асăрханă:

– утнă чух ӳт-пӗвӗн тӗрлӗ мышцисем ӗçлеме пуçлаççӗ;

– мышцăсен, сывлăш çулӗсен тата чӗрепе юн тымар тытăмӗсем çирӗпленеççӗ;

– юн хăвăртрах çӳреме пуçлани органсене кислородпа пуянлатать.

Пӗтӗм тӗнчери сывлăх сыхлав организацийӗ (ВОЗ) те утнине ырлать, анчах утăм шучӗ мар, вăхăт, хăвăртлăх пӗлтерӗшлӗрех тесе шутлать.

Сăнӳкерчӗк «Татар-Информ» ИА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Здоровье