Мирпе ăнлану патне искусство урлă çул выртать
2022 çулта I «Восточный базар» Халăхсен хушшинчи тӗрӗк халăхӗсен эстрада фестивалӗ иртнӗ. Унта сакăр çӗршыв, икӗ пине яхăн çын хутшăннă. Раççейри çакăн пек пысăк интернационаллă мероприяти чылайранпа пулман, çав вăхăтрах тӗрӗк халăхӗсен культурине, çӗршывӗсене çыхăнтаракан мероприяти кирли те курăннă çакăнтан.
Октябрӗн 20-мӗшӗнче Хусан ратушинче II «Восточный базар» фестиваль политика тата обществăлла ӗçченне, тутар халăх поэтне Разиль Валеева пӗр минут шăп тăрса асăннипе уçăлчӗ. ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин тухăç çӗршывӗсенчен пуçтарăннă пысăк хăнасене саламласа сăмах каларӗ. Тутарстан Республикин Раисӗ, ТР Правительстви тата парламенчӗ ятӗнчен те салам сăмахӗсем каларӗ Фарид Хайруллович: «Хусан каллех Ази тата Çывăхри Тухăç халăхӗсене пӗр çӗре пухакан центр пулса тăчӗ. Эпир çакна хаклатпăр, фестивале пирӗн нумай нациллӗ республикăра ирттерме тӳр килнишӗн савăнатпăр. Эпир халăхсен хушшинчи туслăха çирӗплетессишӗн тата та тăрăшатпăр. Фестивале хутшăнакан çӗршывсен артисчӗсем килӗсене таврăнсан 175 наци халăхӗ пурăнакан республикăра мир, килӗшӳ хуçа пулса тăни çинчен каласа парасса шанатпăр». Искусство пӗр-пӗрне ăнланма, мирлӗ пурăнма май паракан кӗпер пулса тăнине палăртрӗ ТР Халăхсен ассамблейин Председателӗ.
Кăçал фестивале Раççейӗн 15 регионӗпе, Тухăçри 25 çӗршывран, пурӗ 6 пин çын хутшăнать. Пӗтӗмпе 40 наци çыннине итлеме-курма пулчӗ октябрӗн 20–27-мӗшсенче. Фестивале йӗркелесе ирттерекенӗ Р.Вагапов ячӗллӗ обществăлла фонд. Унăн директорӗ Рифат Фаттахов фестивале хутшăнакансене саламларӗ, «Восточный базарне» фестивале пысăк пуласлăх кӗтнине пӗлтӗр пӗрремӗш фестивале йӗркеленӗ чухнех пӗлсе тăнă терӗ çӗкленӳллӗн. Йӗркелӳ ӗçӗнчи хăш-пӗр самантсене каласа пачӗ. Кăçал Казахстанран питӗ йышлăн пуçтарăннă иккен фестивале, йӗркелӳçӗсем калаçнă хыççăн икӗ ансамбль килме палăртнă. Чăваш Республикинчен 14 пултарулăх ушкăнӗ «Восточный базар» килме заявка панă. Ăнланмалла, пурне те йышăнма май çук, пултаруллăраххисене суйласа илме тӳр килнӗ. Чăваш халăх артистки Августа Уляндина ертсе пыракан «Ярды» ансамбль тата «Soulful dance» ташă коллективӗ килесси паллă. Вӗсем фестивалӗн гала-концертӗнче октябрӗн 27-мӗшӗнче «Пирамида» культурăпа кану комплексӗн сцени çине тухӗç.
Каларăмăр, фестиваль Тухăçри çӗршывсен эстрада артисчӗсене пуçтаракан мероприяти пулать. Апла пулин те Италирен те Тутарстана килме çула тухма хатӗр музыкантсем пулнине те пӗлтерчӗ Рифат Ахметович.
Фестиваль уçнă чухне мешехере хаклă хăнасем, çӗршывсен генеральнăй консулӗсем микрофон умне тухса сăмах каларӗç, мероприятие аван ирттерме ăнăçу сунчӗç. Çавăн пекех РФ ют çӗршыв ӗçӗсен министрӗ Сергей Лавров, РФ культура министрӗ Ольга Любимова, Сири Республикин культура министрӗ Любана Мшавех видео мелӗпе саламларӗç.
Фестивале уçнă çӗрте РФ Патшалăх Думин депутачӗ Ильдар Гильмутдинов, республикăн Премьер-министрӗн çумӗ Василь Шайхразиев, ТР культура министрӗ Ирада Аюпова пулчӗç.
Фестивале кăçал Совет Союзӗнчи паллă ансамбль, Узбекистанри «Ялла» коллектив хутшăнни «Учкудук», «Киз бола» юрăсене юратса итлекенсемшӗн чăннипех савăнăç пулчӗ. Коллектив хăйӗн концерчӗсемпе Элметре те, Анат Камăра та, паллах, Хусанта октябрӗн 25-мӗшӗнче пулчӗ. Пур çӗрте те ăна хапăлласа кӗтсе илчӗç.
Октябрӗн 24-мӗшӗнче Пушкăртстан Республикин кунӗ пулчӗ фестивальте. Фойеренех юрă ушкăнӗ кӗтсе илчӗ курма пынисене. Хӗрарăмсен капăрлăхӗсене ăсталанисем кашни эрешӗ çинчен темӗнччен каласа пама хатӗр. «Пирамида» сцени çине Пушкăртстанăн пултаруллă 100 артисчӗ тухрӗ. Пушкăрт халăх ансамблӗ, паллă юрăçсем халăх юрри-ташшипе те савăнтарчӗç, тӗрлӗ музыка инструменчӗсемпе каланине итлеме кăсăк та киленӗçлӗ пулчӗ. Артистсем питӗ ăста калаççӗ. Залра, паллах, Пушкăртстанра çуралса ӳссе Хусанта пурăнакансем нумайăн пулчӗç. Чылайăшӗ ачисемпе, мăнукӗсемпе пынă. Концерта йӗркелекенсем программăна пӗлсе хатӗрлени куçкӗрет – пӗрешкел юрă-ташăпа куракана ывăнтармаççӗ, тӗрлӗ жанрпа ӗçлекенсене курса хаклама май пур. Кашни хăйне килӗшнине кӗтсе илейрӗ. «Бишбармак» оркестр йӗкӗчӗсене вара залра ларакансем пурте хапăлласа йышăнчӗç. Хавхалануллă кӗвӗпе ташша тухакансем те пулчӗç.
«Хусанти тухăç пасарӗн» ытти кунӗсенче Китай, Инди, ОАЭ, Иран, Египет, Сири, Турци, Азербайджан, Казахстан, Узбекистан, Туркменистан, Таджикистан, Раççейри Алтай, Адыгея, Дагестан, Ингушети, Кабардино-Балкари, Чăваш Республики культурипе паллашрӗç хусансем.
Татьяна ВАСИЛЬЕВА.
Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев