Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Михаил Мишустина Тутарстанпа Казахстанӑн пӗрлехи проекчӗсемпе паллаштарнă

Астанра пӗтӗм тӗнчери «ИННОПРОМ. Казахстан» промышленность куравӗ уçӑлнӑ. Унта ТР Раисĕ Рустам Минниханов ертсе пыракан Тутарстан делегацийӗ те хутшӑннă.

Сентябрӗн 25-мӗшӗнче республикӑн 40 яхӑн предприятийӗпе вузĕсен Тутарстан стендне Казахстан Республикин Премьер-министрĕ Алихан Смаилов, Раççей Федерацийӗн Правительство Председателĕ Михаил Мишустин, Белорусси Республикин Премьер-министрĕ Роман Головченко тата Кăркăсстан Республикин Министрсен Кабинечӗн Председателĕ Акылбек Жапаров çитсе курнă.

Вӗсене Тутарстанпа Казахстанӑн нефтехимипе энергетика енӗпе пӗрлехи проекчӗсене хăтланă. Унсӑр пуçне КАМАЗӑн генеральнăй директорӗ Сергей Когогин АТОМ электрокарӗн проекчӗпе паллаштарнă.

Сăнӳкерчӗк rais.tatarstan.ru сайтран.

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Раис РТ