Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Михаил Захаров çуралнăранпа 100 çул

Михаил Иванович Захаров 1925 çулхи январӗн 14-мӗшӗнче Октябрь (халӗ Нурлат) районне кӗрекен Ялавăр ялӗнче çуралнă.

Ашшӗ ир вилнӗрен, амăшӗ те сывлăх енчен çирӗп çынах пулманран пулас поэта ачаллах ӗçе çыпăçма тивнӗ. Вӗреннӗ те, колхозра та ӗçленӗ. Шкулта аван вӗреннӗ Миша. Шкулта сцена çинче сăвăсем калама юратнă вăл. Каярах хăй те çырма пуçланă. Хăй çырнисем малтан шкулти стена хаçатӗнче, каярах районти «Октябрьский колхозник» хаçатра пичетленнӗ. Пултаруллă ачана шкулти вӗрентекен те асăрханă, çитӗнсен литератор-учитель пулма хавхалантарнă. Анчах та Миша çитӗннӗ çӗре Тăван çӗршывăн Аслă вăрçи пуçланнă. 1943 çулта Ялавăр вăтам шкулне пӗтерни пирки аттестат илнӗ-илмен ăна Тельман районӗн çар комиссариачӗ фронта кайма повестка парать.

Кӗçӗн командирсен кӗске вăхăтлăх курсӗсенче вӗренсен пӗр тăхтаса тăмасăр çапăçу хирне ăсатаççӗ ăна. Вăрçă çулӗ çăмăл пулман Михаил Захаровшăн – вăл Украина, Румыни, Югослави, Венгри çӗрӗсенче тăшманпа çапăçнă, темиçе хутчен аманнă. Суранӗсем пирчесен каллех строя тăнă. Вăрçă вӗçленесси нумай та юлман пулнă ӗнтӗ – Вена хулишӗн пынă çапăçура ентешӗмӗр каллех йывăр аманнă. Харсăр салтака Тбилисипе Хусан тухтăрӗсем тăрăшса сиплесен те куçне курмалла тăвайман.

Михаил, Павка Корчагинпа, Чăваш халăх поэчӗн Николай Шелепин хайлавӗсенчи паттăрсен сăнарӗсемпе хавхаланса ӳснӗскер, пуç усман. Тăван ялне Ялавăра таврăннă. 1952 çулта Пӗтӗм Союзри Суккăррисен союзне (ВОС) кӗнӗ. 1953 çулта ăна çак пӗрлӗхӗн вырăнти ушкăнӗн ертӳçине суйланă. 1961 çултанпа ВОСăн Октябрьти пӗрремӗш организацийӗнче надомник пулса ӗçлеме пуçланă. Çав вăхăтрах çӗнӗ вăйпа сăвăсем, такмаксем çырма тытăннă вăл. Хăйех кӗвӗленӗ те. Сăввисене тăванӗсен, пӗлӗшӗсен умӗнче вуланă. Вуланă май тӗрлӗ музыка инструменчӗпе кӗвӗ каланă. Михаил Иванович илемлӗ пултарулăх ӗçне хастар хутшăннă, ансамбль те йӗркеленӗ. Ун ансамблӗ район тăрăх концертсемпе çӳренӗ, тӗрлӗ смотрсемпе конкурссене тăтăш хутшăннă.

Михаил Захаров хăйӗн сăввисенче тăван тăрăхне мухтанă, ун илемӗпе савăннă. Унăн сăввисем Шупашкарта, Хусанта тухса тăракан хаçат-журналсемпе альманахсенче пичетленнӗ.

Вăрçăра паттăрлăх кăтартнăшăн Михаил Ивановича Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин I степеньлӗ орденӗпе, медальсемпе наградăланă. Пӗтӗм Союзри Суккăррисен союзӗн Октябрь районӗнчи организацийӗнче тăрăшса ӗçленӗшӗн ăна пӗрре мар Хисеп хучӗсемпе чысланă. 1981 çулхи январӗн 4-мӗшӗнче Михаил Захаров ӗмӗрлӗхех куçне хупнă.

Нурлатсем хăйсен талантлă ентешне манмаççӗ, ун ячӗпе тӗрлӗ мероприятисем ирттерсех тăраççӗ. Çитес эрнекун Ялавăрта поэтăн 100 çулне халалланă чаплă литература тӗлпулăвӗ иртет. Тӗплӗнрех çитес номерте çырса пӗлтерӗпӗр.

Архиври сăнӳкерчӗк.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Чуваши Татарстана чувашские писатели