Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Мӗн илӗртет Китай кинематографисчӗсене?

Иртнӗ эрнере Раççейӗн виçӗ хулинче – Мускавра, Санкт-Петербургра тата Хусанта – Китай кинофильмӗсен фестивалӗ иртрӗ

 

Раççей енчен фестивале йӗркелекенӗ «Роскино» пулчӗ. Ăна ку ӗçре РФ тата ТР  Культура министерствисем пулăшнă. Хусанти «Мир» кинотеатрта иртрӗç киносеанссем. 

Кӳршӗсен пилӗк картинине пăхса хаклама пултарчӗç Раççейри кино куракансем. Пирӗн çӗршывра пӗлӳ илекен, ӗçлекен ентешӗсем те йышлăн пулчӗç залра, вырăссем каларăшле – «улма ӳкме вырăн çукчӗ». 

Раççей кураканӗ патне çитиччен кинолентăсем хăйсем патӗнче, ют çӗршывсенче иртекен киноконкурссенче чылай преми илме ӗлкӗрнӗ (начар киношăн преми памаççӗ). Çавăнпа картинăсем паха пуласси куçкӗрет. 

Мӗнле идейăсем, сюжетсем интереслентереççӗ Китай кинематографисчӗсене? Паллах, пурне те юрату сюжечӗ фильма малалла пăхма илӗртет (ку закона пур çӗршыври кино ăстисем те пăхăнаççӗ). Китай фильмӗсенче трюксене – алă вӗççӗн çапăçнине, тӗркешӳсене питӗ ăста лартни тӗлӗнмелле хитре. Калăн, çапăçса пӗр-пӗрне ыраттармаççӗ, сусăрлатмаççӗ – вăйăри пек. Çав тери çаврăнăçуллă, хăвăрт  тата кулăшла та пулса тухать. Тăшмансем пӗр-пӗрне кураймасан та залра ларакан негатива туймасть. Фестивале уçнă  «Детектив из Чайнатауна. 1900 год» картинăра шăпах çӳлерех асăннă енсене куратпăр. Кунта Чэнь Сычэн, Дай Мо режиссер романтикăна, детектива патриотизма (вăл тӗп тема, лейтмотив пулса картинăн пӗрремӗш кадрӗнчен пуçласа мӗн вӗçленичченех аталанса пырать) пӗр çыхха пуçтарнă. Кино Америкăра пурăнакан Китай çыннисем çинчен каласа парать. Ăна кăçал ӳкернӗ. 

Китай кинематографисчӗсем фестивале тӗрлӗ жанрпа ӳкернӗ кинопродукци илсе килнӗ. Ытарлăн каласан, виçӗ кунра Китайра кинопроизводство пӗтӗмӗшле илсен мӗнле аталаннине ăнланма пулать. «Затопление лайнера Lisbon Maru» документалă фильм (2023, режиссерӗ Фан Ли, Ming Fan, Ли Гонг), «Творение богов 2: Битва с демоническим войском» фэнтези (2025, режиссерӗ У Эр Шань), «Кунг-фу пацан» анимаци картини (2024, режиссерӗ Сунь Хайпэн), «Большой мир» драма (2024, режиссерӗ Ян Лина).

Фестивале йӗркелекенсен сăмахӗпе Китайпа Раççейӗн хутшăнăвӗсем вăйлансах пыраççӗ, пӗр-пӗрин культурипе паллаштарасси те, халăхсен интересӗ те ӳссе пынине палăртрӗç вӗсем. «Роскино» генеральнăй директорӗ Эльза Антонова Раççей регионӗсенче ӳкерекен фильмсемпе ют çӗршывсене паллаштарма тăрăшни çинчен каласа пачӗ. 

Кăçал Пекинра Раççей киновӗн кунӗсем пулассине те пӗлтерчӗ вăл. Фестивалӗн теми паллă – Аслă Çӗнтерӗве 80 çул.

 Сăнӳкерчӗк «Татаркино» пресс-службин.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Кино