Мӗн-ши вăл телей? Мӗнрен тăрать?
Июнӗн 11-мӗшӗнче ТР ГМИИ «Хазинэ» Наци ӳнер галерейинче Халăхсен хушшинчи курав
Узбекистан республикин ӳнерçин Татьяна Фадеевăн «Состав счастья», 6+ персоналлă куравне уçнă çӗрте автор хăй те пулать.
Экспозицие тӗрлӗ жанрпа çырнă, ăсталанă 70 ӗç: живопись, графика, инсталляци, мультипликаци кӗнӗ.
Татьяна Фадеева (1978) – хальхи вăхăтри арт-сценăн паллă ăстисенчен пӗри. Пурте пӗлекен живописец, график, инсталляцисен авторӗ. Анимаци фильмӗсене ӳкерессипе те опыт пур ӳнерçӗн.
Хусанта уçăлакан курава йӗркелеме Камолиддин Бехзод ячӗллӗ Наци ӳнер тата дизайн институчӗ, Узбекистан Ӳнер академийӗпе Художниксен союзӗ пулăшнă.
Татьяна Федорова хăйне художник-пастелист тет. Эмоцисене пир пусми çине куçарассипе ӗçленине каласа парать. Вăл 2002 ула ташкентири (Узбекистан) Камолиддина Бехзод ячӗллӗ Наци ӳнер тата дизайн институтӗнчи театр уйрăмӗчен вӗренсе тухнă. Кун хыççăн та вӗренме чарăнман, 2004 çулта АПШра стажировка иртнӗ хыççăн куравсене, çав утра тӗнче айӗнчи, халăхсен хушшинчи проектсене хутшăннă. Унăн картинисене Узбекистанра, Раççейре, Грузире, Турцире, Азербайджанра пӗлеççӗ.
Унăн картинисем паталăх коллекцийӗсенче те пур, уйрăм çынсем те туянаççӗ. Унăн картинисенчи сăнарсене пӗрре те ансат тееймӗн. Темиçе тӗрлӗ техникăпа усă курса çырнипе-ши? Станок çинчи живопись, графика, дизайн, перформанс – ӳнерçӗшӗн вӗсем пурте çывăх, сăнарăн кăмăл-туйăмне уçса пама пулăшаççӗ.
Ӳнеорçӗ картинисенче час-час чӗрчунсене курм пулать. Тепӗр пысăк тема – хӗрарăм илемӗ. Тӗрлӗ культура, раса, наци хӗрарăмӗсен портречӗсенче автор шухăшӗене курма пулать.
«Состав счастья» проект ӳнерçӗ этем шăпи çинчен шутланине кăтартса, каласа парать. Мӗн вăл телей? Мӗнрен тăрать вăл?
Курав июнӗн 11-мӗшӗнче 16 сехетре уçăлать, августчен пырса курма пулать.
Сăнӳкерчӗксем ТР ГМИИ пресс-службин.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев