МӖН ВĂЛ «АГРОПОЛИЯ»?
Цифровизаци çине куçнă хуçалăхсенче çӗр пулăхлăхӗ, тухăçлăхӗ, экономика кăтартăвӗсем лайăхланса тупăшлăхӗ ӳснӗ
ТР Ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министерствин агропромышленность комплексне цифровизацилесси хальхи вăхăтра тӗп тӗллевсенчен пӗри. Цифра платформисем çӗре акана хатӗрлессинчен пуçласа çӗнӗ тухăç пухса иличченех планлама пулăшаççӗ. Тӗрӗс информаци пурри вара ку е вăл ыйтăва вăхăтра татса пама кăна мар, кирлӗ мар тăкаксенчен хăтăлма та май парать. Калăпăр, спутникран тунă сăнӳкерчӗксем тăрăх кашни культура мӗнле ӳснине, ӗлкӗрнине сăнаса тăни вырмана вăхăтра тухма хистет. ТР ял хуçалăхӗпе апат-çимӗç министрӗ Марат Зяббаров пӗлтернӗ тăрăх, цифровизаци трансформацийӗ пулнă хуçалăхсенче çӗр пулăхлăхӗ, тухăçлăхӗ, экономика кăтартăвӗсем лайăхланса тупăшлăхӗ ӳснӗ.
Çанталăк улшăннине кура Тутарстан ял хуçалăхӗсем умӗнче çав тери пысăк задача – тыр-пул технологине вырăнти климат условийӗсене адаптацилесси – тăрать. Шăрăха чăтакан тырă сорчӗсене акнисӗр пуçне çӗр нӳрӗклӗхне сыхласа хăвармалли, культурăсене хурт-кăпшанкăран сыхламалли çӗнӗ мелсемпе усă курмалла. Эппин, цифровизаци ял хуçалăхӗнче çав тери кирлӗ япала. Унсăр ку задачăсене пурнăçлама йывăр.
2020 çулта республикăра выльăх-чӗрлӗх отрасльне те çӗнӗ информаци технологийӗсем кӗртессипе пилотлă проект хута кайнă. Кашни районтах программăсемпе, апат валеçмелли, искусствăлла майпа йăхлантармалли оборудованисемпе тивӗçтернӗ тӗп хуçалăхсене суйланă. Шел те, хальлӗхе агропромышленность «цифра» çине куçнипе питех мухтанма пултараймастпăр-ха эпир. Паянхи кун вăтам бизнесăн 30 проценчӗ, пӗчӗк бизнесăн 10 проценчӗ кăна тыр-пул ӳстерессинче, выльăх-чӗрлӗх ӗрчетессинче цифра системи çине куçнă. Республикăри 435 ял хуçалăх предприятийӗнчен 120-шӗ халӗ те шут-хисеп ӗçне 1С программăпа усă курса илсе пымасть кăна мар, кирлӗлӗхне те курмасть иккен.
«Республикăн информаципе шутлав центрӗ» («РИВЦ») АО регионти агропромышленность комплексне цифровизацилемелли ятарлă «Агрополия» системине хатӗрленӗ. Кăçал сентябрь уйăхӗнче Хусанта иртекен Kazan Digital Week халăхсен хушшинчи форумра унăн результачӗсемпе регионсенчи министерствăсен ертӳçисемпе Раççей фермерӗсене паллаштарма хатӗрленеççӗ.
Палăртса хăвармалла, «Агрополия» системăна «РИВЦ» АО çулталăк хушшинчех хатӗрлесе çитернӗ. Проект концепцийӗн пӗрремӗш тапхăрӗ пулнă вăл. Халӗ ăна çӗнетсе патшалăх шайӗнчи АПК информаци системин статусне парасса кӗтеççӗ, мӗншӗн тесен Тутарстан кăна мар, Раççейӗн ытти регионӗсем те усă курччăр тесе хатӗрленӗ ăна.
Иккӗмӗш тапхăрӗ – вӗрентӳ. Цифровизаци çӳлтен хушнипе пулмалли япала мар, самана ыйтнине предприяти ертӳçисем хăйсем ăнланса илмелле. Çавăнпа вӗсем тата топ-менеджерсем валли ятарлă вӗренӳ курсӗсем йӗркеленӗ те. Кунта хăйсен хуçалăхӗн цифра аталанăвӗн планне туса танлаштарма пултараççӗ вӗсем.
Виççӗмӗш тапхăрӗ – агробизнеса автоматизацилесси. Ку енӗпе те хальхи вăхăтра вăйлах мар-ха эпир. Автоматизацисӗр цифровизаци трансформацийӗ пулаймасть. Ӗçе хăвăртлатас шутпах агропромышленность предприятийӗсенче информаци системисем вырнаçтарнин тăкакӗсен 50 процентне саплаштарма патшалăх субсиди парать те. Анчах компьютер, планшет тата смартфонсем çине вырнаçтаракан программăсем, оборудовани пурте Раççейӗн кăна пулмалла тата «Агрополин» регионти системипе çыхăнмалла, тӗп услови ку. Çапла майпа проект республика агропромышленноçӗн пӗрлехи информаци системине йӗркелӗ. Çӗнӗлӗх хăратать пулин те, цифровизаци предприяти ӗçне самай çăмăллатнипе пӗрлех ытлашши бюрократирен те хăтарать. «Цифра» ял хуçалăхӗнче те текех ӗмӗт мар – пурнăç. Çакна мӗн чухлӗ хăвăртрах ăнланса илетпӗр, çавăн чухлӗ ăнăçлăрах ӗçлетпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев