Мӑнкун каҫӗнче Хусан автобусӗсем тура ĕненекенсене хулан пӗтӗм районӗсене турттарӗç
Хусанти перевозчиксем апрелӗн 23-мӗшӗнчен пуҫласа 24-мӗшӗччен ҫӗрле общество транспорчӗн спецподачине йӗркелеҫҫӗ. Мӑнкун кӗлли хыҫҫӑн тура ӗненекенсем хулари пур районсене те саланма пултараҫҫӗ.
Автобуссем 2:00 сехет тӗлне "Центральнӑй стадион" чарӑнӑв патне пырӗҫ, çакăн пирки Хусан мэрин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Хусан Исполкомӗн транспорт енӗпе ӗҫлекен комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, автобуссем «Площадь тысячелетиярен» пуçласа:
-Дербышки çурт-йĕр массивӗ патне çитиччен;
-Азино-1 çурт-йĕр массивӗ патне çитиччен;
-«10-й микрорайон» остановка патне çитиччен;
-Ново-Савиновски тата Авиастроительнăй районсене;
-Кировск районне çӳреççӗ.
Чарăнусем пассажирсен кăмăлӗпе пулаççӗ.
Аса илтеретпӗр, Мӑнкуна шӑматкунпа вырсарникун хушшинче каçпа палӑртаҫҫӗ. Уявăн тӗп служби Хусанти турӑш турӑшӗн соборӗнче иртӗ. Ӑна Хусан тата Тутарстан митрополичӗ Кирилл ирттерӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев