МӖНЛЕ ЙЫВĂР ВĂХĂТРА ТА ПУÇ УСМАН ЭПИР
Кун пек ӗçрен никам та айккинче пăрăнса юласшăн мар
Чистай районӗнчи Данауровка çыннисем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли маскировка халачӗсем (хӗлле валли шуррине, çулла валли симӗссине), çумăртан пӗркенмеллисем çӗлеççӗ, окоп çуртисем ăсталаççӗ, çар техникине хуплама маскировка сеткисем çыхаççӗ.
Çак йӗркесене çырма мана хам Аксу районӗнчи Çӗнӗ Аксу ялӗнче ӗçленӗ çулсене аса илни хистерӗ. Эпӗ ун чух колхозра комсомол секретарӗнче ӗçлеттӗм. Парткомпа Антон Егорович Сорокинпа кашни вунă кунра дояркăсемпе тӗл пулса вӗсен кăтартăвӗсене пăхса тухаттăмăр. Çавăн чухне паллашрăмăр та Елена Пантелеевна Паировăпа. Колхозра чи нумай сӗт сăваканниччӗ вăл. 1976 çулта çемйипех Чистай районӗнчи Данауровка ялне пурăнма куçрӗç. Вăл вăхăтра ял çыннисем совхозсене куçа-куçа каятчӗç. Унта аванрах тӳлетчӗç, пурăнма хваттер паратчӗç.
1980-мӗш çулсенче пирӗн те çак яла куçса килмелле пулчӗ. Çапла Елена Пантелеевнăпа эпир пӗрле фермăра нумай çул ӗçлерӗмӗр. Малтан ферма заведующийӗнче, каярах осеменаторта тăрăшрăм эпӗ. Елена Пантелеевна мӗн тивӗçлӗ канăва тухичченех ӗне сурӗ. Коммунизмла ӗç ударникӗ, ӗç ветеранӗ пулчӗ, нумай Хисеп хутне тивӗçрӗ. Районта та, ялта та хисеплӗ çынччӗ. Мăшăрӗпе Владимир Архиповичпа икӗ хӗрпе пӗр ывăл çуратса ӳстерчӗç. Асли Галя Аксу ачипе Николай Жуковпа çемье çавăрчӗ, нумай çул Чистай хулинче пурăнчӗç. Мăшăрӗ «Смена» совхозра механизаторччӗ, шел, çамрăклах пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Амăшӗ йывăр чирлесен Галина Владимировна Данауровкăна куçса килчӗ. Иккӗмӗш хӗрӗ Валя (халӗ Крайнова) та çак ялтах пурăнать, нумай çул почтальонра ӗçлерӗ. Вӗсем иккӗшӗ те асанне-кукамай пулнă ӗнтӗ. Елена Пантелеевнăн ывăлӗ Славик çемйипе Чистайра пурăнать.
Пӗртăван аппăшӗпе йăмăкӗ ялти Культура çурчӗ çумӗнчи «Чун ăшши» ушкăна çӳреççӗ. Пӗтӗмпе ку ушкăнра ултă хӗрарăм, вӗсем Данауровка ял хутлăхне кӗрекен виçӗ ял çыннисене чăвашла, тутарла, вырăсла юрăсем юрласа, халăх ташшисем ташласа савăнтараççӗ. Районти мероприятисене те тăтăш хутшăнаççӗ.
Хальхи вăхăтра ырă ӗçсем тăвасси йăлана кӗрсе пырать. Ку вăл питӗ лайăх, кирлӗ пулăм. Кун пек ӗçрен никам та айккинче пăрăнса юласшăн мар. Галинăпа Валентина та акă питӗ хастар хӗрарăмсем, ял хутлăхӗн пуçлăхӗ Андрей Владимирович Шашин пуçарнă ырă ӗçе хутшăнмасăр пултараймаççӗ. Мӗншӗн тесен Раççейри пин-пин çын пекех вӗсем те Украинăри ятарлă çар операцийӗнчи салтаксемшӗн чунтан пăшăрханаççӗ. Çитменнине мобилизаципе кайнă тăванӗсем те пур. Амăшӗ енчи тăванӗсем Украинăра пурăнаççӗ.
Хальхи вăхăтра ял çыннисем Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан салтаксем валли маскировка халачӗсем (хӗлле валли шуррине, çулла валли симӗссине), çумăртан пӗркенмеллисем çӗлеççӗ, çар техникине хуплама маскировка сеткисем çыхаççӗ.
Пусма-тавара Валентина Крайновăпа Ольга Петрова касса тăраççӗ, Зульфия Орловăпа Алевтина Иванова ăста çӗвӗçсем çӗвӗ машинипе çӗлеççӗ. Наталья Якимова вара окоп çуртисем ăсталать. Савăтне вăл хăйех тупать. Çар техникине хупламалли маскировка сетки пӗр кунра пӗтермелли ӗç мар, ытла та чăкăлтăш. Çавăнпа ăна хӗрарăмсем ушкăнпа çыхаççӗ: Татьяна Семенова, Хадия Ибятова, Валентина Кораблева, Гульшат Абдуллина, Инна Якимова, Галина Жукова, Валентина Крайнова, Гульчачак Давлетшина, Надежда Акинфиева тата Валентина Каманина. Валентина Александровна чи асли вӗсенчен.
Чи пысăк ӗçе вара Галина Владимировнăн ывăлӗ Сергей Жуков туса пырать. Хусанти танк училищинчен вӗренсе тухнăскер, Мускав облаçӗнчи Наро-Фоминскра службăра тăнă хыççăн Чистай хулине таврăнчӗ, кунтах çемье çавăрчӗ, халӗ предприниматель. Украинăри ятарлă çар операцине мобилизаципе кайнисем валли экипировка çӗлемешкӗн пусма-тавара тата ыттине йăлтах кӳрсе тăрать, юлташӗсемпе пӗрле пуçтарăнса гуманитари пулăшăвне Донбаса хăйех леçсе парать. Танк чаçӗнче службăра тăнăскер, ытларах çар техники валли маскировка сеткисем çыхассине тимлӗх уйăрать.
Çак йӗркесене çырнă хушăра Сергей Николаевич Жуков юлташӗсемпе пӗрле Донбасран гуманитари пулăшăвӗ леçсе таврăнчӗ. Вӗсем унта Хусанти танк училищинчен вӗренсе тухнисемпе, Наро-Фоминскри танк чаçӗн çыннисемпе курса калаçнă. Танкистсем гуманитари пулăшăвӗшӗн Чистай район çыннисене видео ӳкерсех тав туса янă.
Чăвашсем эпир йышпа пурăнакан халăх, мӗнле йывăр вăхăтра та пуç усман, хальхинче те çапла пултăр. Хамăрăннисене пăрахмастпăр!
Иван МУЛЕЕВ.
Чистай районӗ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев