Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Мӗнле лайăх ӗçчен пултăр сиртен? Эсир больничнăйӗнчен тухаймастăр вӗт...

Кăштах кулăш

Иккӗн калаçаççӗ тет.
– Телейлӗ çынсем черетре тăнă чух никама та сивӗ сăмах каламаççӗ, обществăлла транспортра вăрçăнмаççӗ, ӗçтешӗсем çинчен ырă мар сас-хура сармаççӗ.
– Мӗншӗн тесен телейлӗ çынсем черетре тăмаççӗ, обществăлла транспортпа çӳремеççӗ тата вӗсен ӗçтешӗсем те çук.
* * *
22 çулти хӗр ӗç шырать.
– Эсир качча кайнă апла? Апла-тăк, нумай та ӗçлемӗр – декрета кайăр... Çук, пире кун пек ӗçлекен кирлӗ мар, – теççӗ пикене пӗр организацире.
Тăватă çул иртсен:
– А-а-а, сирӗн пӗчӗк ача пур апла? Апла пулсан больничнăя час-час каятăр ӗнтӗ... Çук, сире ӗçе илейместпӗр, – теççӗ.
Тепӗр икӗ çултан:
– Сирӗн ачăр пысăк ӗнтӗ, апла-тăк эсир каллех декрета пуçтарăнатăрах...
Тепӗр тăватă çултан:
– Чиперкке! Сирӗн икӗ ача, мӗнле лайăх ӗçчен пултăр сиртен? Эсир больничнăйӗнчен тухаймастăр вӗт...
Тепӗр тăватă çул иртсен:
– Каçарăр та, пире 35 çултан кӗçӗнрех ӗçлекенсем кирлӗ...
* * *
Чăнкă Мирун принтерӗ ваннипе компьютерсем юсакан фирмăна шăнкăравлать:
– Сирӗн пулăшăвăр кирлӗ, принтер пичетлеме чарăнчӗ, – тет хайхи.
– Принтера тасатмалла пуль сирӗнне. 500 тенкӗ тăрать. Анчах та эсир ку ӗçе хăвăр та тăваятăр, инструкцине тӗплӗн вуласа тухăр та хăвăрах тăвăр ку ӗçе, – хуравлать фирма ӗçченӗ.
Мирун тӗлӗнсе:
– Сирӗн пуçлăхăр эсир клиентсене çапла майпа «шăлса» унăн бизнесне ура хуни пирки пӗлет-и? – тесе ыйтать.
– Тӗрӗссипе ку шăпах пуçлăхăн идейи. Эпир клиентсене ваннă оргтехникăна малтан хăйсене юсаса пăхма хушса кайран темиçе хут ытларах та тупăш илетпӗр.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев