Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Многодетная Россия» проект çемьесене пулăшать

Пӗтӗм Раççейри «Многодетная Россия» проект 2026 çула анлă мероприятисенчен пуçлать. Унăн тӗллевӗ – çемье институтне çирӗплетесси тата темиçе ача ӳстерекенсем валли хăтлă условисем туса парасси. Йӗркелӳçӗсем пӗлтернӗ тăрăх, проект нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли тухăçлă мерăсем шырама çемьесене, регион администрацийӗсене тата бизнес представителӗсене пӗрлештерӗ.

Çӗнӗ сезонта нумай ачаллă çемьесен кулленхи тӗллевӗсене татса пама пулăшакан практика мерисем çине пусăм тăвӗç. Йӗркелӳçӗсем регионти ăнăçлă практикăсене пухса системăласа, кайран вӗсене пӗтӗм çӗршывӗпе хатӗр йышăнусем пек сарма палăртаççӗ. Тӗп мероприяти –  июль уйăхӗнче Мускавра иртекен  Нумай ачаллă çемьесен форумӗ.

Сезон программи темиçе направление çавăрса илет. «Семейный навигатор» конкурсра нумай ачаллă çемьесене пулăшмалли мерăсемпе паллаштарӗç, чи лайăххисене пӗрлехи электронлă каталога кӗртеççӗ. «Семь добрых слов» онлайн-акци çемьесен ырăлăх словарьне йӗркелеме май туса парӗ.

Уйрăм направлени бизнеса халалланă. «Бизнес навстречу семье» мониторинг ашшӗ-амăшӗпе ачисене пулăшмалли корпоративлă мерăсен тухăçлăхне хаклама тӗллев лартнă.

Программăн пултарулăх пайне «Русский стиль» конкурс уçса парать. Унта çемьесем модăпа эстетика урлă хăйсен уйрăмлăхне кăтартӗç. Февраль уйăхӗнчен пуçласа октябрь уйăхӗччен иртекен «Здоровая семья – сильная Россия» проект çемьесене спортпа туслашма пулăшать. Сезона Анне кунне халалланă «Я  МАМА» конкурс вӗçлет: заявкăсене май уйăхӗн 1-мӗшӗнчен пуçласа  сентябрӗн 30-мӗшӗччен йышăнӗç, çӗнтерӳçӗсене ноябрь уйăхӗнче пӗлтерӗç.

Пур конкурспа акцие те онлайн-форматпа ирттереççӗ, куçăмсăр тӗп мероприятисем Мускавра пулӗç. Регистраци, заявкăсем памалли сроксем тата хутшăнмалли правилăсем çинчен калакан информацие проектăн официаллă сайтӗнче тупма пулать.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: многодетная семья многодетная россия