Мӗншӗн Самара каччисем Пилотсăр системăсен çарне Тутарстанран каясшăн?
Самара каччисем Олегпа Илья мӗн ачаран туслă, малтан шкулта, кайран техникумра пӗрле вӗреннӗ. Çарта та пӗр расчетрах служба иртесшӗн. Пилотсăр системăсен çарне каймашкăн контракта мӗншӗн хăйсем патӗнче мар, Тутарстанра çырни пирки каласа пачӗç.
«Самарăрипе танлаштарсан кунта пӗр хутчен парăнакан тӳлев пысăкрах, льготăсем те нумайрах. Хут ӗçӗсем валли вăхăт нумай каймасть. «Батыр» центрта пӗр кунрах мӗнпур ӗçе пӗтертӗмӗр. Службăна ăсатмашкăн документсене хатӗрленӗ вăхăтра пире çӗр каçма вырăн та тупса пачӗç», – теççӗ вӗсем мӗншӗн çара Тутарстанран каясшăн пулнине.
Пилотсăр системăсен службине контракта пӗр çула тата срочнăй çар служби пек иртме май пулнăшăн суйланă Самара каччисем.
«Çӗнӗ технологиллӗ çарта вӗренме интереслӗ. Унта илнӗ хăнăху мана çартан таврăнсан хамăн ӗçре те кирлӗ пулӗ. Пăхăпăр-ха унта мӗнле пулӗ, тен, службăна малалла тăсăп», – тет Олег.
Аса илтеретпӗр, Пилотсăр системăсен çарне туса хурасси пирки 2025 çулхи ноябрӗн 21-мӗшӗнче Пилотсăр системăсен çарӗн ертӳçин çумӗ Сергей Иштуганов полковник пӗлтернӗ. Унччен беспилотниксемпе çапăçакан подразделенисем тӗрлӗ çарсенче пулнă.
Январӗн 1-мӗшӗнчен РФ Оборона министерствипе контракт çыракансене Тутарстанра 2,9 миллион тенкӗ параççӗ. Çӗршывра чи пысăк тӳлев ку. Çак суммăран 2,5 миллион тенкине Тутарстан бюджетӗнчен, тепӗр 400 пинне Оборона министерстви парать. Кунсăр пуçне ятарлă çар операцине хутшăнакансемпе вӗсен çемйисене республикăра 3 пине яхăн пулăшу пур.
Çӗнӗ çара контрактпа службăна каяс текенсем валли уйрăм хӗрӳ лини уçнă. Кун валли 117 номерпе шăнкăравламалла та 4 цифра çине пусмалла.
Енчен те пирвайхи параметрсемпе кандидат юрăхлă-тăк, унăн даннăйӗсене Контрактлă çара суйласа илмелли пунктăн специалистне параççӗ.
Çӗнӗ çарăн салтакӗсем пилотсăр вӗçекен, çӳрекен, ишекен хатӗрсене, çав шутра пурте илтнӗ «Гераньсене», гусеницăллă «Странник» дронсене, экипажсăр катерсене çӳретеççӗ. Ку çарта тăмалли чи кӗске контракт – çулталăка. Кунсăр пуçне вӗсене урăх çарсен йышӗнче çапăçма куçармаççӗ. Салтаксене Тутарстанпа юнашар регионсенче вӗрентеççӗ. Чăн малтан компьютер вăййисене выляма юратакансене илме тăрăшаççӗ кунта. Пӗрремӗшӗнчен, вӗсем пӳрнесемпе лайăх ӗçлеççӗ, иккӗмӗшӗнчен, геймерсем валли интерфейса хăнăхнипе хăвăртрах вӗренеççӗ.
РФ Оборона министерствипе Тутарстанра контракт мӗнле çырмаллине, тӳлевсемпе çăмăллăхсем çинчен http://heroes-tatarstan.ru сайтра, Контрактлă çара (1-мӗш разрядлине) суйласа илекен пункта (Хусан хули, Аэропортовская урамӗ, 1/40 çурт) килсе е (843)221-44-52 телефонпа шăнкăравласа пӗлме пулать.
Урăх регионсенчен 8-800-222-59-00 е регионсем хушшинчи кол-центра 117 номерпе шăнкăравламалла.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев