Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

#МойГеройМояСемья: Шел, пӗлтӗр кӗркунне 100 çул тултарнă Елисей Тимирясов кăçалхи Çӗнтерӳ кунне кӗтсе илеймерӗ...

#МойГеройМояСемья – Пӗрре тыткăна лекнисен лагерьне атă улăштарма кайрăмăр. Вăрçăра чи хăвăрт ӗçлӗхрен тухаканни — атă-пушмак. Пирӗн, тапăнакансен, атă тӗпӗсем юрăхсăра тухрӗç, подвоз хăçан çитесси паллă мар-ха. Пуçтарăнтăмăр та кайрăмăр шырама. Çитрӗмӗр лагерь патне, пăхатпăр — тыткăнрисен хăйсен те ура тăхăнмалли çук. Вӗсен те çук, пирӗн те çук. Ларса калаçрăмăр. Пирӗн комсорг молдаван, румынла пӗлет. Пăхатпăр та — вӗсем те пирӗн пекех хресченсем. Шанчăклă çапăçакансем мар, — аса илсе каласа панăччӗ ветеран.

— Тӗне кӗменнисем эпир, çирӗклӗсем. Йӗрке çирӗпчӗ. Тӗне кӗменнисем тӗне кӗнисемпе хутшăнмастчӗç. Хӗреслӗ ялсенчен хӗр илмен, хӗр паман. Хăш-пӗр ялсенче халӗ те масарсем уйрăм. Ял пуçӗсене итлетчӗç. Пирӗн ялта çирӗп тăракан çынсем пурăнатчӗç. Телее, никама та раскулачить туса мăшкăлламарӗç. Пирӗн пӗр тăван пурччӗ, ăна та вилнӗ хыççăн кулака кăларчӗç, кирлӗ тесе. Хурчӗсене илчӗç, лашисене. Çавăнпа пӗтрӗ. Пӗр-пӗриншӗн çирӗп тăратчӗ ял халăхӗ. Саврăшпуçӗнченччӗ ман асанне. Вӗсене тӗне кӗртсен, вӗсем тепӗр куннех 5-6 çемье пуçтарăнса вăрмана тарнă. Çӗнӗ Аксу ялӗ те йышăнман, — каласа панăччӗ темиçе çул каялла тӗл пулсан Аксура пурăнакан Тăван çӗршывăн Аслă вăрçин ветеранӗ Елисей Мурзич Тимирясов.


Фронта кайиччен вăл Чăваш педагогика училищинче вӗреннӗ. Питӗ интереслӗ каласа пачӗ çав тапхăр çинчен. 1932 çулта уçăлнă Аксури педтехникумра (1937 çултан училище) ТАССР тата Самар облаçӗнчи чăваш ялӗсем валли пуçламăш класс учителӗсене хатӗрленӗ. 1500 ытла вӗрентекен специалист пулса тухнă унтан. 1956 çулта наци шкулӗсенче вырăс чӗлхипе вӗрентесси çине куçсан училищӗне хупнă.

 
— Чăваш чӗлхипе литературине чăвашла вӗрентетчӗç. Малтан унта чăвашсем кăна вӗренетчӗç. Унтан, юлашки çулсенче, вырăс класӗсем те хушăнчӗç. Преподавательсем питӗ вăйлăччӗ. Ефрем Еллиев маншăн чи юратнă вӗрентекенччӗ. Унăн урокӗсем пӗринчен тепри интереслӗрех иртетчӗç. Вăл пире литература теорине вӗрентрӗ. Пысăк, хăватлă, мухтамалли çынччӗ. 1941 çулта августра вăрçа кайрӗ те таврăнмарӗ. Анчах та вăл мана Кивӗ Илтрекьелӗнчи шкула вырнаçтарса хăварчӗ. Çапларах манăн педагог карьери пуçланчӗ. Математика вӗрентрӗм, — тет ӗç тапхăрӗ пуçланнине аса илсе пенсионер.


1942 çулта Елисей Тимирясов Хусанти танк училищине пӗтернӗ хыççăн вăрçа каять. 6-мӗш танк çарӗн 46-мӗш танк полкӗн 9-мӗш механика бригадинче Тăван çӗршыва хӳтӗлет. Лейтенант, танк командирӗ Корсунь-Шевченковски, Ясско-Кишиневски операцисене, Румыние ирӗке кăларнă çӗре хутшăннă. 
— Румынсем начар çапăçатчӗç. Вӗсем 1944-мӗш çулта парăнас тесе кăна тăратчӗç. Хăйсен çӗрне те хӳтӗлесшӗн марри пире тӗлӗнтеретчӗ. Пӗрре тыткăна лекнисен лагерьне атă улăштарма кайрăмăр. Вăрçăра чи хăвăрт ӗçлӗхрен тухаканни — атă-пушмак. Пирӗн, тапăнакансен, атă тӗпӗсем юрăхсăра тухрӗç, подвоз хăçан çитесси паллă мар-ха. Пуçтарăнтăмăр та кайрăмăр шырама. Çитрӗмӗр лагерь патне, пăхатпăр — тыткăнрисен хăйсен те ура тăхăнмалли çук. Вӗсен те çук, пирӗн те çук. Ларса калаçрăмăр. Пирӗн комсорг молдаван, румынла пӗлет. Пăхатпăр та — вӗсем те пирӗн пекех хресченсем. Шанчăклă çапăçакансем мар, — аса илет ветеран.


1944 çулта кӗркунне çывхараспа танк командирӗ Тимирясов хăйне лейтенант званине пани çинчен пӗлет. Анчах та çăлтăрне çӗлесе ӗлкӗреймест, тепӗр кунне Елисей Тимирясова йывăр амантаççӗ. Госпитальте нумай вăхăт хушши сипленнӗ хыççăн вăл урăх вăрçа таврăнаймасть.
Вăрçă хыççăн Аксури вăтам шкулта военрук пулса ӗçленӗ, ытти çӗрте те педагогра тăрăшнă.


— Ун чухне кунта халăх çăпатапа çӳретчӗ-ха. Аксура 1945 çулта пӗр çуртра кăна тутарсем пурăнатчӗç. Ыттисем йăлт чăвашсемпе вырăссемччӗ. Чăвашсен авалхи масарӗн вырăнӗнче халӗ профтехучилище тăрать, — аса илчӗ Елисей Мурзич.


Çамрăк чухнехи хастарлăх, уçă кăмăллăх, чӗрӗлӗх Елисей Мурзичра çулсем иртсен те пӗтменччӗ. Çакă калаçăвӗнче, хусканăвӗсенче сисӗнетчӗ. Уçă кăмăллă, ырă çын пулниех ăна пурăнма хăват парса тăнă-тăр. 

Шел те, кăçал Çӗнтерӗвӗн 79-мӗш уявне кӗтсе илеймерӗ пӗлтӗр кӗркунне 100 çул тултарнă Елисей Мурзич. Нумай пулмасть яланлăхах пиртен уйрăлса кайрӗ вăл. Эпир унăн ырă сăнарне, унăн паттăрлăхне нихăçан та манмăпăр.


Константин МАЛЫШЕВ.


Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #МойГеройМояСемья