Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ӗмӗрлӗхех сывпуллашрăмăр

Пирӗн тăванăмăр, Çӗпрел районӗнчи Аслă Аксу ялӗнче 1955 çулхи октябрӗн 25-мӗшӗнче çуралнă Сергей Федорович Ярмушов июлӗн 7-мӗшӗнче пиртен ӗмӗрлӗхех уйрăлса кайрӗ. Этем ӗмӗр пурăнмассине пӗлсен те ку хыпара нихăçан та кӗтместӗн. Пултаруллă тухтăрччӗ вăл пирӗн. Ăна çемйипе тăванӗсем, ял-йыш кăна мар республикăра та аван пӗлетчӗç, сума сăватчӗç.

Аслă Аксури вăтам шкултан вӗренсе тухсан (1973) вăл С.В. Курашов ячӗллӗ Хусанти медицина институтӗнче «Сип­лев ӗçӗ» специальноçпа аслă пӗлӳ илнӗ (1980). Унтан В.С. Груздев ячӗллӗ Акушерпа гинекологи клиникинче интернатура иртнӗ. Ӗç çулне Хусанта ШӖМ ведомствин больницинче пуçланă. 1981 – 1985 çулсенче Апас райо­нӗн тӗп больницинче тӗп аку­шер-гинеколог пулса ӗçленӗ.

Ульяновск хулине куçсан та çак специальноçпах хулари 3№ поликлиникăра вăй хунă. 1985 – 1991 çулсенче Ульяновскри хула больницин хӗрарăмсен консультацийӗнче ӗçленӗ. Çав хушăрах васкавлă пулăшу станцийӗнче те ӗçлесе ӗлкӗрнӗ пултаруллă тухтăр. 

Каярах Ульяновскри 1№ ху­ла больницин перинаталь центрӗнче ультрасас диаг­но­с­­­­ти­­кин тухтăрӗн тивӗçӗсене пур­нăçланă. 1996 – 2004 çулсенче перинаталь диагностикин уйрăм заведующийӗ пулма шанаççӗ ăна. 

2011 çулта Сергей Федорович «УльтраМед» тулли мар яваплăхлă ультрасас диаг­ности­кин уйрăмӗн заведующийӗнче ӗçлет. Хăй спе­циальноçӗпе вăл час-час кон­­ференцисем ирттерет, Мус­кав­ра, Санкт–Петербургра ир­те­­­кен семинарсемпе съездсене хутшăнать. Ульяновск патшалăх университетӗнчи анатоми кафедрипе те тачă çыхăнса ӗçленӗ вăл. Юлашки çулсенче çемйипе Санкт–Петербург хулинче пурăнчӗ. 

Хăй пурнăçӗнче нумай çын пурнăçне çăлса хăварнă Сергей Федорович. 

Çак кунсенче эпир хамăрăн хаклă та юратнă  тăванăмăрпа ӗмӗрлӗхех сывпуллашрăмăр. Пирӗншӗн пуриншӗн те ку питӗ йывăр çухату. Эпир унăн çемйипе, çывăх тăванӗсемпе пӗрле чунтан хурланнине пӗлтеретпӗр. 

Лăпкă çывăр, хаклă тăва­нăмăр. 

Ярмушовсем, иккӗмӗш, виççӗмӗш сыпăкри тăванӗсем, Аслă Аксу ялӗн çыннисем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чуваши России