Муса Джалиле асăнса – патриотизм сехечӗ
Февралӗн 15-мӗшӗнче тутарсен паттăр поэчӗ Муса Джалиль çуралнӑранпа 120 çул çитрӗ. Унӑн кашни йӗркинче паттӑрлӑха мухтаса çырнă сӑввисене пӗр ӑру çеç мар ăша хывса çитӗннӗ. Пурнӑçӗ фашистсен аллинче трагедилле вӗçленнӗ пулин те, поэзири шӑпи телейлӗ.
«Муса Джалиле асӑнса...» патриотизм сехетӗнче Наратлăри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкул вӗренекенӗсем поэтӑн фронтри нушаллă кун-çулӗ, фашистсен концлагерӗсенче ирттернӗ хӑрушӑ вӑхӑт çинчен, унта Муса Джалилӗн сăввисем поэтăн пӗртен-пӗр хӗç-пӑшалӗ пулнине пӗлчӗç. Хаяррăн асаплантарни те, вилӗм камери те поэтăн хăватне хуçман. Вăл чăн‑чăн паттӑр пек тытнă хăйне, вилӗм куçран пăхсан та Тӑван çӗршыва сутман. Муса Джалиль ячӗ гуманизм сӑнарӗ, паттӑрлӑх символӗ пулса тӑнӑ. Унăн кун‑çулӗ кӗске пулнă, анчах вăл çутă, ӗçпе вӗресе тăракан пурнăç пурăнса ирттернӗ.
Мероприятире поэтăн «Чулочки», «Варварство», «След» тата ытти сăввисене вуларăмăр. Патриотизм сехечӗ «Вут-кăварлă узник» кӗнеке куравӗпе вӗçленчӗ. Экспозицие сăвăсен пуххисем, Муса Джалильпе пӗр вăхăтра пурăннисен асаилӗвӗсем кӗнӗ.
(Татьяна ДМИТРИЕВА. Наратлă. Автор сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев