Мускава 999 тенкӗпе... енчен те 30-мӗшӗччен ӗлкӗрсен
Çӗнӗ хыпарсем

Мускава 999 тенкӗпе... енчен те 30-мӗшӗччен ӗлкӗрсен

Мускав – Ульяновск тата Мускав– Самара поездсен купеллӗ вакунӗсен çӳлти сентрисем çине ятарлă тариф...

Çитес вăхăтра Ульяновскран Мускава 999 тенкӗпех кайса килме май пуррине пӗлтерет Ульяновск хулипе облаçӗн сайчӗ. РЖД Мускав – Ульяновск тата Мускав – Самара поездсен купеллӗ вакунӗсен çӳлти сентрисем çине ноябрь праçникӗсен вăхăтне (ноябрӗн 1-6-мӗшӗсем) ятарлă тариф палăртать иккен. Тӗп хулана  йӳнӗпе кайса килес тесен васкамалла, билетсене августăн 30-мӗшӗччен кăна сутаççӗ.  Ятарлă тарифсемпе акцисем çинчен тӗплӗнрех  РЖД сайтӗнче паллашма пулать. ( И.Тухбатов сăнӳкерчӗкӗ).


общество

Нет комментариев