Мухтавлă ентешӗмӗр 2005 çултанпа лайăх вӗренекен ачасем валли Шупашкарта экскурсисем йӗркелет
Тăван шкул кашни çыншăн хаклă. Вăл пӗлӳ çăлкуçӗ кăна мар, çамрăксене аслă çул çине тухма пулăшакан çутă маяк та. Çулсем иртсен те хăй патне туртать, мӗншӗн тесен кунти чи кăсăк та савăнăçлă асаилӳсем чӗрере тарăн йӗр хăварнă.
Пӗлӳ пухса тӗрекленнӗ çынсем шкулпа çыхăну тытма пăрахмаççӗ, пулăшу параççӗ. Çавăн пек хастарсенчен пӗри – Альших вăтам шкулӗнчен вӗренсе тухнă Валерий Петрович Самаркин, полици полковникӗ. Хисеплӗ ентеш Шупашкарта пурăнать. Вăл Чăваш Республикин Наркоконтроль управленийӗн ертӳçин пӗрремӗш çумӗ пулса ӗçлет. Çемьеллӗ, икӗ ача çитӗнтерет.
Валерий Петрович – шкулта яланах кӗтнӗ хăна. Вӗренӳ çулӗ пуçламăшӗнче те, юлашки шăнкăрав уявӗнче те час-часах саламлама, хастаррисене чыслама килет вăл. Хăй те шкула «5»-семпе пӗтернӗ, конкурссемпе ăмăртусен çӗнтерӳçи пулнă. Вăл вӗренекенсене яланах хастар та пултаруллă пулма, тăрăшса вӗренме чӗнсе калать. Валерий Петрович 2005 çултанпа вӗренӳ отличникӗсем валли Шупашкарта экскурсисем йӗркелет. Ачасене курма тата канма кăна мар, тавракурăма аталантарас, тăван культурăна, чӗлхене юратма вӗрентес тесе те тăрăшать. Пӗлтӗр вӗренекенсем Шуршăлти А.Г.Николаев, Шупашкарти В.И.Чапаев музейӗсенче пулса курчӗç, Шупашкар ГЭСӗпе паллашрӗç. Экскурсисене те, апатлантарассине те вăл пӗтӗмпех хăй йӗркелет.
Кăçал та йыхрав тума манмарӗ Валерий Петрович. Хальхинче аслă класра вӗренекенсем чыса тивӗçрӗç. Нумайăшӗ юнармеецсен конкурсӗсемпе ăмăртăвӗсенче çӗнтернӗ, театр кружокне çӳрекенсем тӗрлӗ фестивальсенче чăвашла спектакльсем лартса лауреатсемпе дипломантсем пулса тăнă.
Çамрăксем чи малтанах Чăваш Республикин Шалти ӗçсен министерствин историйӗн музейӗнче пулса курчӗç. Музей ӗçченӗсем малти вырăна чыс, паттăрлăх, мухтав туйăмӗсене аталантарассине тӗпе хураççӗ. Тен, вӗренекенсен хушшинче те çак пархатарлă профессие суйлакансем пулӗç малашне... Ачасем çавăн пекех вăрçăра паттăррăн çапăçнă салтаксене халалласа лартнă монумент патне те çитсе курчӗç. Шупашкарти заливра курмалли питӗ нумай. Питӗ илемлӗ вырăн! Интерактивлă тӗрӗ музейӗ хăйӗн пуянлăхӗпе, хальхи вăхăтри технологисемпе усă курса йӗркеленипе тӗлӗнтерчӗ.
Валерий Петрович тăрăшнипе вӗренекенсем залив хӗрринче вырнаçнă пограничниксен «Шупашкар» ятлă сыхлав карапӗ çинче пулса курчӗç. Экскурси пӗр сехете яхăн тăсăлчӗ. Чылай çӗннине пӗлчӗç çамрăксем. Нумайлăха асра юлӗç карапра çӳренӗ самантсем.
Валерий Петровича çак интереслӗ экскурсие йӗркеленӗшӗн Альшихри вăтам шкул директорӗ М.В.Киргизова пӗтӗм ушкăн ятӗнчен хисеплесе тав сăмахӗ каларӗ. Пирӗн çыхăну малашне те çирӗп пултăрччӗ!
Ирина ТИМРЯКОВА,
Светлана МУКАСЕВА.
Авторсен сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев